2024 çулта Çеçпĕл Мишши вĕри чĕреллĕ чăваш
поэчĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлатпăр. Çак паллă датăна халалласа Чăваш
Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенече те çулталăк
тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем сахал мар ирттереççĕ.
Юратнă поэтăмăра халалласа чÿк уйăхĕн
13-мĕшĕнче Комсомольски округĕн этнобиблиотекинче чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекенсен тата 5-11 класс ачисен хушшинче илемлĕ сăвă вулакансен «Манăн
Çеçпĕл» фестиваль-конкурс иртрĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем уява питĕ хастар
хутшăнчĕç. Çеçпĕл Миши çырнă сăвăсем хĕрÿллĕ шăранса янрарĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе
призерсем грамотăсене тивĕçлĕ пулчĕç.
Библиотека ĕçченĕсем Боровкова Валентина
Георгиевна тата Григорьева Светлана Николаевна Çеçпĕл пултарулăхĕпе тĕплĕ
паллаштарса викторина ирттерчĕç.
Çеçпĕл Мишши çамрăксен чĕринче паян кун та вут-кăварпа ялкăшать. Вăл пирĕн чĕререн нихçан та тухмĕ.