Чăваш чĕлхипе литература фестивалĕ -2024

Чăваш чĕлхипе литература фестивалĕ -2024

   Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче район шайĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕсен фестивалĕ иртрĕ. Чи малтан ачасем тĕрле шкултан килнĕ вĕрентекенсене юрăпа, илемлĕ сăвăсемпе, чăвашсен йăлипе çăкăр - тăварпа кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕ Борисов Альберт Соломонович музейпа паллаштарчĕ. Шкул историне кĕскен каласа кăтартрĕ.

     2024 çулта Раççĕй президенчĕ В.В.Путин Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.А. Николаев 2024 çула Экологи культурин тата çут çанталăкпа перкетлĕ усă курнин çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. Çавна май вĕрентекенсем ачасемпе уçă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем, ăсталăх класĕсем  ирттерчĕç. Кашни уçă урок хăйнеевĕрлĕ, çÿллĕ шайра иртрĕ.

     Вĕрентекенсем хатĕрленĕ урока методика тата педагогика енчен тишкерчĕç, ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе ăслайсемпе тухăçлă усă курни палăрчĕ.

    Шкул ачисем килнĕ хăнасем умĕнче чăвашла юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ сăвăсем вуларĕç, сценкăсем лартса куракансене савăнтарчĕç. Концерта хатĕрлесе йĕркелесе пыракансем шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.В. Тимофеева тата юрă- кĕве ăсталăхне вĕрентекен М.В. Бархонов. «Тăванпа тăван савăнмалла» юрăпа фестиваль вĕçленчĕ.

   2024 çулхи фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ.