Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕн, куçаруçăн,
публицисчĕн, Ç.Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн, Чăваш Республикин тата Тутар
Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Валери Туркай поэтӑн тӑван Хырай Ĕнел ялĕн Культура çуртĕнче
Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин
Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă республика шайĕнче «Туркай вулавӗсем – 2023» сăвва илемлĕ калакансен пиллĕкмĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ.
«Туркай
вулавĕсем» пиллĕкмĕш фестивалĕн тĕп тĕллевĕ чăваш халăх поэчĕн, Валери Туркайăн
пултарулăхне шкул ачисен хушшинче анлăрах сарасси, сумлă çыравçăн сăввисене илемлĕ
каласси, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси, вĕренекенсен тавра курăмне ӳстерме пулăшасси пулчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвĕнче Чăваш Республикин Каçал, Елчĕк тата
Йĕпреç муниципалитет округĕсен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулĕсен чи хастар та пултаруллă вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем хăйсен
ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.
Фестивале
хутшăнакансем Туркай сăввисене чуна пырса тивмелле каларĕç. Сумлă жюри
пайташĕсем - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи,
чăваш сăвăçĕ Альбина Юрату тĕрлĕ класра вĕренекенсен ăсталăхне сăвва уçăмлăн
каланине, сасса кирлĕ пек вылятнине, кирлĕ чарăну тунине пăхса хак пачĕç.Çул
ӳсĕмне кура ачасене виçĕ ушкăна уйăрса çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕç, диплом
парса чысларĕç.Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене Валери Туркай кĕнекисене парнелерĕç.
«Туркай вулавӗсем –2023» поэзи фестивалĕ çÿллĕ шайра
иртрĕ. Поэзи фестивальне хутшăнакан ачасемпе вĕрентекенсем сăвва илемлĕ каласа хăйсен
ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç. Хырай Ĕнел ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи
«Искриночка» фольклор ансамблĕ Валери Туркай сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене илемлĕ
шăрантарчĕ, поэзи уявне илем кӳчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Каçал тăрăхĕн 2 номерлĕ шкулĕн вĕренекенĕсем ташăпа
савăнтарчĕç.
Уява хутшăнакансем чăннипех
те чăвашлăхшăн çунса тăракан, ăна упраса хăварассишĕн, малалла аталантарассишĕн
тăрашакансем пулнине çирĕплетсе пачĕ.