"Чĕлхе
хăйне тунă халăхпа пĕрле çеç вилет; халăх хăйĕн тăван чĕлхине мантăр тени вăл
çав халăха вĕлерес тенипе пĕрех пулать. Истори тĕлĕшĕнчен уйăрăлса хăйне уйрăм
пурнăçпа пурăнакан кашни халăх сĕм авалтанпах хăйĕн туйăмĕсен ăнланăвĕсен тата
идейисен кĕлеткине (скелетне) илсе пырать, вĕсене вăл хăйĕн ăстăнĕн вăйĕсемпе
тата майĕсемпе усă курса тунă, вĕсем халăхпа пĕрле çеç вилĕç. Чĕлхе вăл çав
ăстăн пуянлăхĕн хуппи кăна пулса тăрать, анчах та çав хупă хăйĕн ăшчиккипе
пĕрле ÿссе ларать, унтан уйăрăлмасть".
И. Я. Яковлева Чăваш Республикинче çеç мар,
Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Мухтавлă вĕрентекен
пирки ăсчахсем чылай ырă сăмах каланă. Чăваш хресченĕсем аслă çулпуçăмăра
«çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ. Вăл уçнă
шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени,
кĕнекесем пичетлеме пуçлани халăх кун-çулĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă.
И.Я.Яковлев Турра хытă ĕненнĕ, тăван халăхне
Турă умĕнчи яваплăхне çирĕп туйса тăма пилленĕ. Тăван халăха пĕрлĕхлĕ пулма
пиллесе хăварни уйрăмах хаклă. Вăл чăвашсемшĕн чăн-чăн Улăп паттăр вырăнĕнче,
вĕсемшĕн ялан чун-чĕрипе çуннă, пуласлăхшĕн ывăнма пĕлмесĕр шухашланă,
ĕмĕрлĕхех ăс вĕрентсе халал çырса хăварнă. Патриархăн халалĕ — ытти халăхсемшĕн
те ырă тĕслĕх.
И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне, литературине
аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ,
ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та
çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр! Кашни çул И.Я.Яковлев çуралнă кун
Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр!
Кӑҫалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне
çутта кăларакан, чăваш çырулăхне йĕркелекен И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул
çитет. Çавна май Комсомольски администрацийĕн вĕрену пайĕ «И. Я. Яковлев -
чăваш халăхĕн Улăпĕ» онлайн-викторина ирттерет. Унăн ыйтăвĕсене Комсомольскинчи
1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Владимир Геннадьевич
Гордеев хатĕрленĕ. Сире унта хутшăнма йыхравлатпăр. Онлайн-викторина ссылки
çакăнта: https://onlinetestpad.com/t3qow2cfsbqte. Пурне те ăнăçу сунатпăр!