Çулсеренех
районта чăваш чĕлхи тата
литература вĕрентекенĕсен уçă урок фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чурачăкри вăтам шкулта
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен
район шайĕнчи «Уçă
урок -2023» XIX-мĕш
фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Раççейри вĕрентекен тата ăс
паруçă, Чаваш Республикинчи телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.
Фестивалĕн
тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен
вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси.
Мероприятие
вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç: чĕлхепе тата литературăпа уçă уроксем
ирттерчĕç. 4-мĕш класра вĕренекенсем Т.Ю.Ермолаева вĕрентекенпе М.Ухсай çырнă
„Услан кайăк юмахне” вуласа тишкерчĕç. „Сахал сăмахпа та нумай калама пулать”
урокра Т.А.Шингалова 5-мĕш класс ачисене ваттисен сăмахĕсенчи тăван халăхăн тарăн та пуян ăсĕ, шухăшлавĕ
пуррине ăнлантарчĕ. Л.И.Никифорова тата Н.В.Филиппова 6-мĕш класра „И.Я.Яковлев тата Л.Н.Толстой-аслă
вĕрентекенсем” бинарлă урокра чăваш тата вырăс халăхĕн аслă вĕрентекенĕсен
пурнăç çулĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕсене танлаштарнă май стена хаçачĕ кăларчĕç, тишкерсе пĕтĕмлетÿ
турĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсемпе Н.И.Плеткина ирттернĕ „Пул ăслă, тавçăруллă”
вăйă-урокра ыйтусем çине таянса, хатĕрленмесĕр, çыхăнуллă каласа пама
хăнăхтарасси тĕп вырăн йышăнчĕ. ”Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе” вăйă арчи урокра
Л.П.Абрамовăпа С.Г.Индюкова 8-мĕш класс ачисене тĕрлĕ вăйăсем выляттарса тăван
чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарчĕç. С.А .Жукова „Кĕсье кĕнеки” ятпа ăсталăх
урокĕ кăтартса пачĕ.Чăннипех те, ачасене кăсăклантарас тесе темле мел те
шыраççĕ вĕрентекенсем.Тĕрлĕ темăпа, ÿкерчĕксем ÿкерсе сăрлама, словарь ĕçĕсем
тума та питĕ меллĕ иккен кĕсье кĕнеки.
Уроксемсĕр
пуçне вĕрентекенсем хăйсен тата
ачасен пултарулăхĕсемпе те паллаштарчĕç.
Тĕрлĕ ĕç пулчĕ кунта: урок планĕсем, презентацисем, сценарисем, тĕпчев ĕçĕсем, ÿкерчĕксем, чăваш тĕррисем, онлайн-олимпиада валли ыйтусем те хатĕрлеме
пултарнă.
Фестиваль
тухăçлă иртрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, çĕнĕ
технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçлă усă курни палăрчĕ.
Юлашкинчен хăнасене Чурачăк шкулĕн
вĕренекенĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, пурне те хăйсен тыткăнне илчĕç.
Вĕрентекенсене
малашне те фестиваль-конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пыма
хавхалану сунатпăр, чĕлхемĕрĕн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пуласса шансах пурне те
саламлатпăр, малалла та тăрашса ĕçлеме
вăй-хал сунатпãр!