«Асăрханăр, ачасем!»

Августăн 24-мĕшĕпе сентябрĕн 11-мĕшĕччен республикăра «Асăрханăр — ачасем!» профилактика мероприятийĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн районти ÇÇХПИ уйрăмĕн ĕçченĕсем ачасемпе тата вĕсен саккунлă представителĕсемпе ĕçлĕç, ачасем çулсем çинче инкеке ан лекчĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнччăр тесе калаçусем ирттерĕç.
Д.СОЛОВЬЕВ.