Асăрханулăх – чи кирли

Асăрханулăх – чи кирли

Çулла çитнĕ май ачасем час-часах нумай вăхăтлăха аслисен тимлĕхĕсĕр юлаççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсем тĕллĕн урамра чупаççĕ. Çакă вара аманас, инкеке лекес хăрушлăха ÿстерет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе çакăн çинчен калаçу ирттермеллех, урамра, килте, шыв хĕрринче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтермелле.
Ачапа час-часах çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен калаçмалла. Çакна урамра çÿренĕ чухне тусан, сăмахпа каланине ĕçпе çи-рĕплетсен тата аван. Сăмахран, çул урлă каçнă чухне ăçталла пăхмаллине, хăш вырăнта каçма юранине кăтартни лайăхрах асра юлать.
Шыва кĕнĕ чухне ачасене пăхсах тăмалла, çÿллĕ çыранран е карта çинчен сикме чармалла, шывра ашкăнтармалла мар. Шыва кĕме ирĕк пур вырăнсене çеç суйламалла.
Урамра çÿренĕ чухне хăйсене мĕнле тытмаллине те ачасене аса илтерсех тăмалла. Вĕсем килтен аякка ан кайччăр, палламан çынсенчен нимĕн те ан илччĕр, çĕрлеччен урамра ан çÿреччĕр, çын çÿремен вырăнсенче, çырмасенче, никам пурăнман çуртсенче, путвалсенче, сарайсенче ан выляччăр. Çавăн пекех палламан çынна алăк уçса кĕртме юраманнине, ют çын патне автомашинăна лармалла маррине асра тытмалла.
Килте чухне те инкек сиксе ан тухтăр тесен ачан хăйне тытма пĕлмелле: газ плитине хăй тĕллĕн чĕртмелле мар, шăрпăкпа вылямалла мар. Ачасене килте хăварнă чухне чÿречесене хупăр, электричество приборĕсене чарса хăварăр.
Асра тытмалла: ача ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет. Çавăнпа та чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем хăйсене урамра та, килте те тивĕçлĕ тытни кирлĕ. Ачасене асăрханулăх çинчен асăрхаттарса тăни вара нихăçан та ытлашши пулмĕ.
Л.ПУШКИНА.