Маска тăхăнмаллах

Маска тăхăнмаллах

Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнчен Раççейри кинотеатрсене ĕçлеме ирĕк панă. Анчах хальлĕхе ку Чăваш Ене пырса тивмест. Пирĕн республикăра коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакман-ха.
Аса илтеретпĕр: республикăра коронавируса пула йышăннă чарусене пăрахăçламалли пĕрремĕш тапхăра кĕнĕ. Хальлĕхе иккĕмĕш тапхăра куçасси пирки сăмах пымасть. Инфекциленнисен йышĕ 6 пине çитнĕ. Шел пулин те 47 çын вилнĕ.
Республикăри 13 районпа хулара чирлекенсен йышĕ пысăк. Çак йышра Комсомольски районĕ те пур. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта чирлисен шучĕ 190 çынна çитнĕ, 3 çын вилнĕ.
Район территорийĕнче мобильлĕ ушкăнсем рейдсене кашни кунах тухаççĕ. Шел пулин те вĕсем çынсем маска тăхăнманнине, предприятисенче ÿт температурине тĕрĕслеме пăрахнине, дезинфекци туманнине тупса палăртаççĕ. Тепĕр хутчен аса илтерни пăсмĕ: обществăлла вырăнсенче пулма тăрăшмалла мар, алла тăтăшах çумалла, гигиена нормине пăхăнмалла. Чирленине туйсассăнах килтен тухмалла мар, çийĕнчех тухтăра чĕнмелле, шăрăх пулсассăн та чăтмаллах, обществăлла вырăнсенче, транспортра, лавккара маска тăхăнмалла. Хамăра сыхлар!
А.МАРИЯН.