Районти шкулсенче хастар та пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ ачасем нумай. Вĕсем вĕренÿре сулмаклă утăмсем тăваççĕ, класс тулашĕнчи ĕçе хастаррăн хутшăнаççĕ, тĕрлĕ конкурс-викторинăра малти вырăнсене йышăнаççĕ, юрри-ташшипе куракансене савăнтараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пур енĕпе те маттур. Шăпах çакăн пек çамрăксенчен пĕри — Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Дарья Голыева. Хастар та пултаруллăскер, кăçал вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă.
«Вĕренни этеме çунат парать» текен каларăша мĕн пĕчĕкрен ăша хывнă хĕр шкулти кашни предметпах тарăн пĕлÿ илме ăнтăлать, учительсене тимлĕн итлесе çĕнĕ материалсене ăша хывать, киле панă ĕçсене тăрăшса пурнăçлать. Тăрăшулăхне, анлă тавракурăмне, яланах мĕн те пулин çĕннине пĕлме ăнтăлнине кура вăл тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче мала тухать. Сăмахран, 2017—2018 çулсенче Дарья экологи, физика, биологи, тăван ен культури предмечĕсемпе пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче район шайĕнче малти вырăнсене тухма пултарнă. Кашни çулах вăл «Русский медвежонок», » Инфознайка», «Кенгуру», «Британский бульдог», «Орленок» вăйă-конкурссене хутшăнать. «Орленок» конкурсра пултаруллă хĕрача темиçе хутчен те призерсен шутне кĕнĕ.
Д.Голыева Пĕтĕм тĕнчери «Старт» дистанци конкурсне хутшăнса пĕрре мар 1 степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Новый урок» проектăн дистанци мелĕпе иртнĕ блиц-турнирĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Хастар хĕрача вĕренÿре çеç мар çитĕнÿсем тăвать. Вăл Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн Нĕркеçри уйрăмĕнче вĕреннĕ, 2019 çулта ăна «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ. Кунта пĕлÿ илнĕ вăхăтра район, республика, регион, Раççей тата Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи музыка конкурсĕсемпе фестивалĕсене хутшăннă. «Урмай-залида», «Звучи и пой, любимый город!», «Наследники Победы», «Жемчужинки Чувашии», «Свет Рождества», «Сурские узоры», «Ача-пăча сасси», «Звонкоголосое детство», «Калейдоскоп талантов» фестивальсенче тивĕçнĕ çĕнтерÿçĕн тата лауреатăн Дипломĕсем Д.Голыеван портфолионе илем кÿреççĕ.
Маттур хĕр шкулта чи хастаррисен йышĕнче. Вăл — аслă классенче вĕренекенсен канашĕн тата «БЭГИС» волонтер командин членĕ. Волонтер команди ватăсене, ветерансене, инвалидсене пулăшать, обществăна усă кÿрекен ĕçсене хутшăнать, шкул таврашне, ялти урамсене, палăксен территорийĕсене тирпей-илем кĕртет.
Çакăн пек пултаруллă, пур енĕпе те хастар пулнинче, паллах, Д.Голыеван ашшĕпе амăшĕн тÿпи те пысăк. Шăпах вĕсенчен тĕслĕх илет хĕрача. Çывăх çыннисем хавхалантарса пыни, сĕнÿ-канашпа пулăшни нимрен паха уншăн. Ку вара вĕренÿре çеç мар, пурнăçра та çĕнтерÿçĕ пулма çунатлантарать.
Н.КАЛАШНИКОВА.