Тĕнчере çĕр-çĕр професси. Апла пулин те кашниех пурнăçра кăмăла каякан профессие суйласа илме тăрăшать. Чун юратнă ĕç кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Учитель ĕçĕ вара — чи пархатарлисенчен пĕри тесе шутлатăп. Мĕншĕн тетĕр-и? Педагог ĕçĕ ачасенче уççăмăнах палăрать. Çавăнпа педагог — хисеплĕ тата яваплă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Учитель профессийĕнче чи кирли — хăв вĕрентекен предмета чунтан парăнни, ачасене кăсăклантарса, астуса юлмалла ăнлантарма пĕлни тата вĕренекенсене юратни.
Комсомольски ялĕнче пурăнакан Зинаида Семеновна Боровкова — таврари хисеплĕ учительсенчен пĕри. Маттур хĕр 1950 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрта Валетовсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ медицина фельдшерĕ пулнă, амăшĕ учительте ĕçленĕ. Вĕсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Тăватă ачи амăшĕн çулĕпе кайса учитель профессине суйласа илнĕ. Педагогсен династийĕ 271 çулта. Çемьери пилĕк ăру чун туртăмĕпе вĕрентекен профессине суйласа илнĕ.
Зина пĕчĕклех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ иккен. Хирти Мăнтăрти сакăр çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан вăл Канашри педучилищĕне çул тытнă. 1971 çулта алла диплом илсе Аслă Чурачăк шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. 1972 çулта тăван яла çывăхарах Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçе кÿлĕннĕ. Кунта ĕçленĕ вăхăтра Зинаида Семеновна Шупашкарти пединститутра куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 1976 çултан Йăлмахвари тĕп шкулта химипе биологи предметне вĕрентме пикеннĕ. 1978 çулта вăл Комсомольски каччипе Николай Боровковпа мăшăрланнă. Кĕçĕн Каçалти сакăр çул вĕренмелли шкулта тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă.
Коллективри хутшăну тата ĕçтешсен кăмăл-туйăмĕ мĕнле пуласси ытларах чухне ертÿçĕрен килет. Зинаида Семеновна Кĕçĕн Каçал шкулĕн директорне Алексей Андреевич Яковлева тата ĕçтешĕсене хисеплесе, ырăпа аса илет.
Паллах, педагог профессийĕ çăмăл мар. Кашни урока вĕренекенсен интересĕсене шута хурса тĕплĕн хатĕрленмелле.
«Учителĕн ĕçĕ шкулта урок ирттернипе вĕçленмест. Вĕренекенсем пурнăçланă ĕçĕсене киле сумка тулли йăтса килни те асрах. Мĕн чухлĕ тетрадь тĕрĕсленĕ? Алеша ывăлăм пĕчĕкрех чухне урокĕсене тума хушсан: «Анне, эсĕ хăв та урок туман вĕт-ха паян», — тетчĕ. Хам кил-çуртри ĕçсене пурнăçласа пĕтерсе сĕтел хушшине лармасăр урок тума лармастчĕ. Вăхăт иртнине сиссе юлаймарăм. Тĕкĕр çине пăхсан çулсем иртни сисĕнет пулин те, чун-чĕре çаплах ватăлмасть», — калаçрĕ ĕç ветеранĕ.
Паянхи кун Зинаида Семеновна Алена хĕрĕн çемйипе пурăнать. Унăн ÿркенсе ларма пĕр минут та вăхăт çук. Вăл мăнукĕсене тĕрĕс воспитани пама пулăшать, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме, алă ĕçĕ тума ăста. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен пахчара тăрмашать. Зинаида Семеновна хаçат-журнал вулама юратать. Вăл район хаçатне кăмăлласа вулать. «Хаçат урлă республикăра, районта мĕн пулса иртнине пĕлме пулать. Вулани ăс-тăна якатма, тавракурăма аталантарма пулăшать», — тет вăл.
Зинаида Семеновна вĕрентнĕ ачасем ÿссе çитсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Вĕсем юратнă учитель патне час-часах килсе çÿреççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ, салам вĕçтерме те манмаççĕ.
«Пирĕн коллектив пĕр çемье пек пурăннă. Хуйха-суйха та, савăнăçа та пĕрле пайлаттăмăр. Халĕ те çаплах. Эпир яланах туслă çыхăнура», — тет Зинаида Семеновна.
С.ЕФИМОВА.