Ачалăх – телейлĕ тĕнче, юлать асăнмалăх кашнин чĕринче

Ачалăх – телейлĕ тĕнче, юлать асăнмалăх кашнин чĕринче

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун — уйрăмах пĕлтерĕшлĕ уяв. Ачасем пире телей парнелеççĕ, пурнăçа пĕлтерĕш кÿреççĕ. Шанăçпа ĕмĕтсем, çутă пуласлăх кĕтни те вĕсемпе çыхăннă. Каçал тăрăхĕнче ачасене тăрăшса вĕренме, спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тума тата творчествăра аталанма та, ĕмĕтленнисене çитерсе пыма, наукăпа тата искусствăпа кăсăкланма пĕтĕм услови пур. Вĕсенчен нумайăшĕ ахальтен мар республика тата Раççей шайĕнчи конкурссемпе ăмăртусенче тăван район чысне хÿтĕлеççĕ. Эпир чăнахах та талантлă та шанăç паракан ачасемпе мухтанатпăр.
Ачасене тĕрĕс те паха воспитани парса ÿстересси чи малтан çемьерен пуçланать, унтан вĕсем ача садĕнче, шкулта тĕрлĕ майлă аталанаççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнма, выляма, пĕрле ларса çырма, вулама хăнăхаççĕ. Пурне те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса пыраççĕ. Аслисем маттур та пултаруллă ачасем çитĕнтерес ĕçе сахал мар тÿпе хываççĕ. Акă, ача садĕнче ĕçлекенсенех илер-ха. Вĕсем ачасемпе тĕрлĕ енлĕ аталанас тесе мĕн чухлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Паянхи лару-тăрура ачасен килте ларма тивет пулсассăн та вĕсем вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Воспитательсем тăрăшнипе, ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе ачасем онлайн-конкурссене, фестивальсене, викторинăсене хутшăнаççĕ.
Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна эпир кашни çулах пĕрле пуçтарăнса хаваслă кăмăлпа ирттерме хăнăхнă. Кăçал уява çапла тума май килмест пулин те, çак кун — июнĕн 1-мĕшĕнче — ачасене кашниех саламлама тивĕç. Эпир те ачасене пĕтĕм чĕререн саламлатпăр, çуллахи каникулта лайăх канма, сывлăха çирĕплеме сунатпăр. Тĕнчери кашни ачан ачалăхĕ телейлĕ те хаваслă пултăр.
А.АНТОНОВА.
Ольга ФЕДОТОВА,
районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ:
«Пĕр-пĕрне юратакан чĕресем çĕнĕ çемье чăмăртанине, пепкене кун çути парнеленине регистрацилеме кашнинчех кăмăллă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 30 хутчен Мендельсон маршĕ янăрарĕ, 44 çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килчĕ, çав шутра 26 хĕрпĕрчи тата 18 пĕчĕк пăхаттир. Кăçал çут тĕнчене килнĕ пепкесенчен 10-шĕ — çемьери пĕрремĕш ачасем, 11-шĕ — иккĕмĕш, ыттисем вара — виççĕмĕш е ытларах. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн çамрăк ашшĕ-амăшĕсене çемьере килĕшÿпе ăнлану, пепкисене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратма чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп».