Об утверждении Положения об организации питания обучающихся в общеобразовательных организациях Комсомольского района

Сывă пул, юратнă садик!

Ача садне çÿрекенсем шăпах кунта аслисене хисеплеме, пĕр-пĕринпе туслăн выляма, хăйсене лайăх тытма, алла ручка-кăранташ илсе çырма тата ытти пурнăçра кирлĕ япалана вĕренеççĕ.
Комсомольскинчи «Колосок» ача сачĕн шăпăрланĕсем çавна май садике хаваспах чупаççĕ. Анчах та садике çÿремелли вăхăт питĕ хăвăрт иртсе каять, пĕр шухăшсăр ачалăх вырăнне шкул вăхăчĕ çитет.
Кăçал ача садĕнчен каякансем онлайн мелпе сывпуллашасса ниепле те ĕненес килмерĕ. Садикрен тухса кайни ĕмĕрте пĕрре çеç пулать-çке. Çак уява ĕмĕрлĕхе асра хăварас килет. Апла пулин те, кăçалхи сывпуллашу балĕ «Колосок» ача садĕнче онлайн мелпе иртрĕ. Вăл хăйне евĕр илемлĕ те хумхануллă пулчĕ. Ачасем хăйсен юратнă воспитателĕсем валли салам сăмахĕсем чылай малтан хатĕрленĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те ача сачĕн ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç. Эпир вара ачасене такăр, телейлĕ çул сунтăмăр. Вĕсем шкулта маттур, хастар пуласса, лайăх вĕренессе шанатпăр. Ашшĕ-амăшĕсене яланах пулăшса пынăшăн чĕререн тав тăватпăр.

Т.КАРИМУЛЛИНА,
аслă воспитатель.