Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци йĕркелерĕç. Вăл 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
2020 çулта Йĕркелÿ комитечĕ паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илнĕ.
Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсемпе аякран килнӗтӑванӗсем диктант ҫырма кӑмӑл турĕç.
Диктант çырнисен хушшинче 90 çулхи Индюкова Христиния Васильевна тата 85 çулхи Гладкова Лидия Ивановна. Вĕсем «Чăваш диктанчĕ» акцие кашни çулах хутшӑнаҫҫӗ.