Тренировка килтех ирттереççĕ

Тренировка килтех ирттереççĕ

Çĕршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула республикăри, районти спорт шкулĕсемпе секцисем, бассейнсемпе стадионсем тата ытти объект вăхăтлăха хупăнчĕç. Çак тапхăрта, уйрăмах килте ларнă вăхăтра та, вăй-хала çирĕплетме, сывлăха упрама майсем пур. Çав шутра — социаллă сетьсенче пуçарнă нумай акци. Тренерсем социаллă сетьсенче — Вконтакте, Инстаграмра — килтех тренировкăсем ирттерме пулăшакан видеороликсем вырнаçтараççĕ. Хăшĕ кăмăла каять — çавна суйласа илме пулать. Кăмăл çеç пултăр. Çак тренировкăсене нумай çын хутшăнма та тытăннă. Пĕччен, çемьепех килте тренировка ирттерекенсем пур.
Акă, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова пурне те килтех тренировка тума сĕннипе пĕрлех хăйĕн воспитанникĕсем килте еплерех хусканнине тĕрĕслесе тăрать. Мĕнле тетĕр-и? «Фитнес-аэробика секцине çÿрекенсем кашни кунах мана килте тренировка мĕнле иртнине тата килти ĕçе епле пурнăçланине видеоотчет ярса параççĕ. Тренировкăсене çемьепех пурнăçлакансем те пур. Питĕ маттур. Килте ларнă чухне те сывлăха çирĕплетни питĕ аван. Çакă вăй-хала çирĕплетет, кăмăла çĕклет», — пĕлтерчĕ Мария Долгова.
Маттур тренер вĕренекенĕсен, фитнес-аэробикăпа туслă ачасен, килти тренировкăсене тимлесе тунипе пĕрлех, хăй те яланах хусканусем тăвать. Тĕслĕхрен, тренер республикăри фитнес-аэробика федерацийĕ йĕркеленĕ «Килти чи лайăх фитнес-тренировка» конкурса хутшăнать, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин «Килте тренировка ирттерер» акцинчен те айккинче юлман вăл. Мария ыттисене те унта хутшăнма чĕнсе калать. Апла пулсассăн, пурте спортпа туслашар!
А.АНТОНОВА.