Тĕрĕс апатланмалла, нумайрах хускалмалла

Тĕрĕс апатланмалла, нумайрах хускалмалла

Юлашки вăхăтра тулли кĕлеткеллĕ ачасем йышлăланчĕç. Çакă чи малтанах тĕрĕс мар апатланнипе, сахал хускану тунипе çыхăннă. Ачан аталанăвĕнче хăвăрт ÿт хушма пултаракан тапхăрсем пур. Ашшĕ е амăшĕ енчен тулли кĕлеткеллисем пур пулсан, ачан 2—3, 5—6 çулсенче тата куçăм тапхăрĕнче ÿт хушас хăрушлăх пысăк.
Самăрăлни çын организмĕ çине япăх витĕм кÿрет. Унччен çитĕннисене çеç пырса тивнĕ чирсемпе халĕ ачасем те аптăранине асăрхама пулать. Çав шутра: япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлни, юн пусăмĕ ÿсни, атеросклероз, сахăр диабечĕ, ват хăмпинче чулсем пулни тата ыттисем те.
Ачан кĕлетке виçине чакарас тесен чи малтанах апатпа лекекен энерги шайне пĕчĕклетмелле тата энергие тăкаклассине ÿстермелле. Енчен те ача чире пула ÿт хушать пулсан, паллах, тухтăр патне çул тытмалла. Анчах та ытларах чухне кĕлетке виçи ÿснин сăлтавĕ — çемьере тĕрĕс мар пурнăç йĕрки пулнинче. Çывăриччен нумай апатланни, ытлашши çини, телевизор курнă, компьютер умĕнче ларнă чухне апатланни, сиенлĕ апат-çимĕçсемпе /чипссем, тĕрлĕ фастфуд, лимонад/ куллен сăйланни шăпах çемьерен килекен япаласем.
Ÿт хушнин тепĕр сăлтавĕ — сахал хускални. Пур çĕре те машинăпа çÿренине, компьютер умĕнче нумай вăхăт ирттернине пула паянхи кун ачасем те, çи-тĕннисем те унчченхинчен сахалрах хускалаççĕ. Ачана спорт залне, спорт площадкине час-часах илсе тухмалла, пĕр-пĕр спорт секцине çырăнсан аван.
Ача тулли кĕлеткеллĕ пулсан, çемьери апатлану йĕркине майĕпен улăштармалла. Рациона усăллă апат-çимĕçсем ытларах кĕртмелле, сиенлĕ çимĕçсене туянмалла мар. Пылак тата çуллă апатпа сахалрах сăйланмалла. Çывăрма выртас умĕн хырăма тултармалла мар. Çемьепе пĕрле кулленех çуран уçăлма тухма, велосипедпа ярăнма, йĕлтĕрпе чупма пулать.
Асра тытăр, çитĕнекен ăру сывлăхĕ пирĕнтен нумай килет. Çавăнпа та ачана мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс апатланма, нумайрах хускалма хăнăхтарăр. Сывлăхлă пулăр!
Е.САМСОНОВА,
педиатр.