Январĕн 23-мĕшĕпе февралĕн 23-мĕшĕсенче Александровка тĕп шкулĕнче хÿтĕлевпе спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Вĕренекенсем шашка, шахмат, теннис вăййисене, тĕл перессине тата ытти тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнчĕç.
Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче волейболла выляса хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Ачасем физкультура вĕрентекенĕ Татьяна Волкова йĕркеленĕ спорт вăййисемпе ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем кăтартрĕç. Февралĕн 14-мĕшĕнче Тăван çĕршыва юратакансен юрăпа сăвă конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем уйрăмах пуçламăш класра вĕренекен ачасен «Манăн çар» тата «Яланах пултăр хĕвел», 7—8-мĕш классенче вĕренекенсен «Ман асатте», «Хула тăрăх утать салтак», 6-мĕш класра вĕренекен А.Зайцеван «Сывлăх сунатăп, анне» юррисене пысăк хак пачĕç. Сăвă калассипе малти вырăнсене пуçламăш класра вĕренекенсем тата 8-мĕш класра вĕренекен М.Кулапова, 2-мĕш вырăна 7-мĕш класра вĕренекен А.Невская тата К.Кокшина, 3-мĕш вырăна 6-мĕш класра вĕренекен Н.Павлов çĕнсе илчĕç. Ачасен конкурсри çитĕнĕвĕсенче классен ертÿçисен /И.И.Воробьеван, М.Н.Алексееван, М.Н.Шишкинан, И.В.Белкован, Т.И.Волкован/ тÿпи пысăк. Февралĕн 18-мĕшĕнче асăннă шкултах «Кĕтне» ентешлĕх канашĕнчен килнĕ хăнасемпе тĕлпулу иртрĕ. Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ, СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ В.Ф.Пушкин тата Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Е. Михеев ачасене хăйсен пурнăçĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕç, шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕç. РАНХ и ГС Шупашкарти филиалĕн доценчĕ Е.А.Краснова ачасемпе «Экономика» темăпа тест ирттерчĕ. С.В.Антонов вĕрентекен çак уйăхлăха халалласа 8—9-мĕш классенче «Ленинград блокади» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вăл ертсе пынипе вĕренекенсем паттăр ентешсем К.Антоновпа И.Кабалин çинчен альбомсем, презентацисем хатĕрленĕ. Тĕлпулура вĕрентекен хамăр тăрăхри паттăр çынсен пурнăçĕпе тата шкул историйĕпе паллаштарчĕ. Ачасем шкул библиотекарĕ М.Н.Шишкина хатĕрленĕ «Вĕсем вăрçă çинчен çырнă» кĕнекесен куравне те кăсăкланса тишкерчĕç.
Февралĕн 19-мĕшĕнче икĕ команда рыцарьсен турнирĕнче спортăн тĕрлĕ енĕсемпе тупăшрĕ, Р.Тамаев команди çĕнтерчĕ. Стройпа юрă юрласа утассипе малти вырăна 4-мĕш тата 8-мĕш классенче вĕренекенсем, иккĕмĕш вырăна — 3-мĕшсем тата 7-мĕшсем, виççĕмĕш вырăна 2-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Шкулта хÿтĕлевпе спорт уйăхлăхĕ тухăçлă тата усăллă иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ тупăшусенче пĕлĕвĕсене кăтартрĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Вĕренекенсене малашне те маттур пулма, вĕрентекенсене хавхаланса ĕçлеме ăнăçусем сунатпăр.
Г.КРАСНОВА,
И.БЕЛКОВА,
вĕрентекенсем.