Январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççисене панă. Республикăна пĕтĕмпе 15 автобус илсе çитернĕ.
Çĕнĕ автобуссем хăтлă, ГЛОНАСС, тахограф, хăвăртлăха тытса пыракан тата навигаци приборĕсем пур. Кашни ларкăч çине хăрушсăрлăх пиççиххийĕ çирĕплетнĕ.
Палăртмалла, кăçал шкул автобусĕсем туянмашкăн республика хыснинчен 16 миллион тенкĕ уйăрнă.