Çынна ырă тăвакан — хăй те ырă куракан, теççĕ халăхра. 2018 çула Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Шăпах ун чухне унта та кунта волонтерсен юхăмĕсем вăй илчĕç, çынсем пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем ытларах тума васкарĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вара волонтерсен ушкăнĕ чылай маларах йĕркеленнĕ.
2008 çулта чи хастар шкул ачисем пĕр ушкăна пуçтарăнса сывă пурнăç йĕркине шкулта вĕренекенсем, районта пурăнакансем хушшинче анлăн сарма шутланă. Л.П.Абрамова тата Е.Г.Ильина педагогсем ертсе пынипе вĕсем шкулта тĕрлĕ тренингсем, акцисем ирттернĕ, сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă буклетсем хатĕрлесе вĕсене Комсомольскинче пурăнакансене валеçсе панă, республика шайĕнчи семинарсене хутшăннă. Ун чухне «волонтер» сăмах мĕне пĕлтернине чылайăшĕ пĕлмен те. Апла пулин те, ырă тăвас текенсене çакă пĕрре те чăрмантарман.
Юлашки çулсенче, каларăмăр ĕнтĕ, волонтер юхăмĕ чылай анлăланчĕ. «Волонтер» сăмах пирĕншĕн ют пулма пăрахрĕ. Халĕ ялсенче пурăнакан ватă кинемейсем те хăйсене ырă тăвакана: «Эсĕ волонтер мар пулĕ те?» — тесе тĕпчеççĕ. Çавна май Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи ырă тăвакансен ушкăнĕн те тĕллевĕсем улшăнчĕç. Халĕ вĕсем халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тесе çеç тăрăшмаççĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ енлĕ чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Волонтерсен «Çĕнĕ ăру» ушкăнĕнчи ачасем кĕçĕнреххисене патриотизмла воспитани парассинче, спорта явăçтарассинче, уяв мероприятийĕсем ирттерессинче — педагогсен тĕп пулăшуçисем. Унсăр пуçне вĕсене районта иртекен массăллă мероприятисене йĕркеленĕ чухне те пулăшма йыхравлаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн ачасем пылак парнесем пуçтарса япăхрах пурăнакан çемьесене çитеççĕ, шкула каяс умĕн вара сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасем валли шкул хатĕрĕсем пуçтарма пулăшаççĕ. Çавăн пекех пĕччен пурăнакан ватă çынсене те вĕсем тимлĕхсĕр хăвармаççĕ: юр тасатса параççĕ, вутă çураççĕ, урай çуса тухаççĕ. Ĕлĕкхи тимуровецсенчен пĕрре те кая мар. «Сирĕн волонтерсен ушкăнĕ пур-çке, ачасем ман пата килсе пулăшаймĕç-ши? — тесе шкула пыракан ватăсем те пулаççĕ. — Вĕсене, паллах, пулăшусăр хăвармастпăр. Ачасемшĕн вăл е ку ĕçе ушкăнпа туса парасси вăл — савăнăç çеç», — каласа парать Елена Георгиевна педагог-психолог.
Мĕнле ырă ĕçсем тунине ачасем ятарлă волонтер кĕнекине кĕртсе пыраççĕ. Шкул пĕтерсен çак кĕнеке çинчи ÿсĕмсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме те пулăшаççĕ. Çакăншăн абитуриентсене хушма баллсем параççĕ. Çавăнпа та пулĕ, волонтерсен ушкăнне кĕрес текенсем шкулта çулсеренех йышлă. «Çĕнĕ ăру» ушкăна çÿрекенсен йышĕ 20—25 ачапа танлашать. Шкул пĕтерсе тухса каякансем вырăнне кĕçĕнреххисем килеççĕ.
Кăçал волонтерсем Пĕтĕм Раççейре «Ырă кăмăллăх каникула каймасть» конкурс иртни çинчен пĕлсен унта хутшăнма кăмăл тунă. Хăйсем туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарса вĕсем 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Ку пуриншĕн те питĕ савăнăçлă кĕтменлĕх пулнă. «Грантпа усă курса эпир ачасен волонтер формине çĕнетесшĕн. Унчченхи сарă, хĕрлĕ-сарă формăсем кивелсех çитрĕç ĕнтĕ, вĕсемпе 10 çул усă куратпăр. Çавăн пекех волонтер юхăмне аталантарса пыма кирлĕ оргтехника туянасшăн, юлнă укçа-тенке ырă кăмăллăх акцийĕсем çине ярасшăн», — паллаштарчĕ плансемпе шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.П.Абрамова.
«Çĕнĕ ăру» ушкăна çÿрекенсене, вĕсен ĕçне йĕркелесе ертсе пыракансене ăнăçу çеç сунас килет. Ырă туни ырăпа таврăнать, теççĕ. Çакна асра тытса ытти шкулсенче пĕлÿ пухакансем те таврари çынсене пулăшу пама яланах хатĕр пуласса шанас килет.
Н.КАЛАШНИКОВА.