Хусанкай вулавĕсем

Чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа çĕр вун виçĕ çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Вилĕмсĕр поэта чысласа Шупашкарта кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Хусанкай вулавĕсем-2020» регионсем хушшинчи пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Аслă поэта халалланă тĕрлĕ конкурссенче мала тухнă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене поэтăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки, В.К. Кузьмина тата ывăлĕ А.П. Хусанкай  дипломсем парса чысларĕç.

Комсомольсинчи 1-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класри Павлова Даша та призерсен шутĕнче пулма тивĕçрĕ. Даша «Чи лайăх буктрейлер» номинацинче палăрчĕ. Ку ĕçе Даша П.П. Хусанкайăн «Таня» поэми тăрăх хатĕрленĕ. Поэмăра çыравçă Зоя Космодемьянская партизанкăн вилĕмсĕр паттăрлăхне кăтартса панă. Буктрейлер тума пулăшаканĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С.А. Жуковăпа информатика вĕрентекен П.В. Родионов пулчĕç.  Эпир Дашăна  саламлатпăр, татах та çитĕнÿсем тума сунатпăр!