В рамках проекта "Классные встречи РДШ" обучающиеся МБОУ "Новомуратская СОШ" пообщались с известным блогером, путшественником Богатырем (Александром Яшковым)

Паян линейка хыççăн чăвашсен паллă блогерĕпе Александр Яшковпа https://vk.com/bogatyr_21 тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва Аня Матросова ертсе пычĕ. Калаçăва Александр ăçта çуралса ӳсни çинчен пуçларĕ. Унтан тĕрлĕ çĕр-шывсенче пулса курни çинчен каласа пачĕ. Вăл урăх çĕрсенче пулса та чăваш çĕрĕнчен лайăхраххи çук тесе пĕлтерет. Каярах ачасем унран блогер пирки те тĕплĕнрех ыйтса пĕлчĕç. Хăна пĕлтернĕ тăрăх, ăна ялта ӳкерме вăйлăрах килĕшет, мĕншĕн тесен хулара пурăнакан çынсем, çавăн пекех ялти çынсем те, ялта ӳкернĕ видеосене ытларах килĕштереççĕ. Паллă хăнана тав туса шкул хастарĕсем Александр Яшков çырнă юрра юрласа, ташласа савăнтарчĕç. Юлашкинчен асанмалăх сăн-ӳкерчĕк турĕç.Тĕл пулу пурне те питĕ килĕшрĕ! 

Сегодня после линейки состоялась встреча с чувашским блогером Александром Яшковым. Встречу провела Аня Матросова. Диалог начался с биографии Александра. Также гость рассказал нам о путешествии по разным странам. Побывав на других землях, он убедился в том, что лучше чувашской земли нигде нет. Позже ученики лучше узнали про профессию блогера. Александр сообщает, что подписчики, особенно живущие в городах, больше любят видеоролики, снятые в деревне. В конце встречи наши ученики школы спели песню, написанную Александром Яшковым. Также сделали фото на память. Встреча всем очень понравилась!
#КлассныеВстречиРДШ #сверхлидер

Автор: Лидия Матросова