Комсомольски районне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Хырай Ĕнелĕнчи Культура керменĕнче 5-11 классем хушшинче «Туркай вулавӗсем» 2-мĕш поэзи фестивалĕ пулса иртрӗ. Поэзие юратакансене тупса палăртас, чăвашлăха аталантарас, Валери Туркай пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пухăннă уява шкул ачисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе сумлă хăнасем.
Поэзи фестивальне чăваш халăх поэчĕ В.В.Туркай хутшăнни питех те сумлă. Вăл ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхалантарчĕ. Поэзи çулĕ çине тăма, ун пархатарне мĕн ватăличчен курма, паллах, поэт пулса çуралмалла. Нумай ĕçлесе тăрăшни, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр сăвă йĕркисем шăрçалани, çырнă хайлавсене кун çути парнелени сая кайманни çыравçăшăн пысăк ÿсĕм. Çав йĕркесене илемлĕн вуласа шăрантарни вара – татах та пысăк хак.
Поэзие кăмăллакансене В.Туркайăн витĕмлĕ сăмахĕсем тыткăнларĕç, вăл чуна пырса тивмелле вуланă сăввисем кăмăлĕсене çĕклерĕç, тупăшура çĕнтерме хавхалантарчĕç.
Фестивале районти 16 шкултан вăтăра яхăн вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕренекенсемпе пĕрлех вĕрентекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.