Йĕлтĕрпе ярăнни усăллă

Йĕлтĕрпе ярăнни усăллă

Йĕлтĕр спорчĕ — чи массăллă та илĕртекен спорт тĕсĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни ачана уçă сывлăшпа сывлама, ÿт-пĕве пиçĕхтерме пулăшать, кăмăла çĕклентерет. Вăл мышцăсен пур ушкăнне те ĕçлеттерет, сывлав органĕсем, нерв тытăмĕ çине лайăх витĕм кÿрет. Унсăр пуçне йĕлтĕр спорчĕ ачасен урисене тĕрĕс аталанма пулăшать.
Сывă, тĕрĕс аталанса пыракан ачана 2—2,5 çулта йĕлтĕр çине тăратма юрать. Анчах çак ÿсĕмри ачасем тин çеç ача садне хăнăхса пынине, хăйсем тĕллĕн йĕлтĕрсене хывма-тăхăнма пултарайманнине кура эпир вăтам ушкăнри ачасене пуçласа йĕлтĕрпе ярăнма хăнăхтаратпăр.
Çакна валли 8—12 градус температурăллă, çилсĕр çанталăк чи лайăххи шутланать. Ачасене эпир 10—12 сехетсенче йĕлтĕрпе ярăнма илсе тухатпăр. Аслă ушкăнри ачасен çак занятисем 20—30 минут, шкула кайма хатĕрленекен ушкăнрисен 30—35 минут тăсăлаççĕ.
Ачасем йĕлтĕрпе ярăннă чухне çак йĕркесене пăхăнмаллине аван пĕлеççĕ: ыттисенчен кая тăрса юлма, малта пыраканăн йĕлтĕрĕ çине кĕрсе кайма юрамасть. Çÿллĕ вырăнтан ярăнса аннă чухне чăрмав сиксе тухсан аяк çине ÿкме тăрăшмалла.
Уçă сывлăшра час-часах пулакан, кунсерен йĕлтĕрпе ярăнакан ачасем сахалрах чирлени куçкĕрет. Шкула кайма пуçличченех йĕлтĕрпе ярăнма вĕренни вара, паллах, кайран та питĕ кирлĕ пулĕ.

Г. ИЛЬЯСОВА,
«Рябинушка» ача сачĕн физкультура воспитанийĕн инструкторĕ.