«Ывăлăм ача садне çÿреме пикенсен тăтăш чирлеме пуçларĕ. Пĕр эрне çÿрет те виçĕ эрне килте сиплетпĕр», — çамрăк амăшĕсем çакăн пек каланине тăтăшах илтме тÿр килет. Чăнах та, ача садне тин çÿреме пуçланă шăпăрлансен чирлесси пулатех ĕнтĕ. Унччен ытларах вăхăта килте, амăшĕпе пĕрле ирттернĕ пулсан, халĕ вĕсен çĕнĕ условисене хăнăхас, ытти ачасемпе хутшăнма вĕренес пулать. Пысăк ушкăнра чирлĕ е сипленсе çитмен пĕр ача пулсанах ыттисен те унран чир ертес хăрушлăх пысăк.
Комсомольскинчи «Радуга» ача садне çÿрекенсем вара юлашки икĕ çулта чылай сахалрах чирлеме пуçлани сисĕнет. Мĕнре-ха çакăн вăрттăнлăхĕ? Ача сачĕн заведующийĕ Вероника Макарова çакăн сăлтавне пытармарĕ: «2017 çулта эпир «Тăварлă пÿлĕм» хута ятăмăр. Ачасем тăтăшах унта çÿреççĕ, ку вăл сывлав органĕсен чирĕсенчен питĕ лайăх профилактика шутланать. Çак пÿлĕмĕн уссине куратпăр ĕнтĕ: ачасем палăрмаллах сахалрах чирлеççĕ».
Тăварăн сиплĕ енĕсем çинчен авалах пĕлнĕ. Малтан иммунитета çирĕплетме тăварлă тарăн шахтăсене аннă, унти сывлăшпа сывланă. Паянхи кун усă куракан «Тăварлă пÿлĕмсенче» шăпах çавсенчи пек микроклимат йĕркелеççĕ. Çак пÿлĕмĕн стенисем те, урайĕ те тăварпа витĕннĕ. Пÿлĕмри сывлăша ятарлă прибор ионсемпе пуянлатса тăрать, çавна май çак пÿлĕмре сывлама çăмăл. Кунсерен «Тăварлă пÿлĕме» çÿрени иммунитета çирĕплетет, ОРВИ-пе тата гриппа чирлессине чакарать.
Ача садĕнчи «Тăварлă пÿлĕм», чăннипех те, тĕлĕнтерчĕ. Шап-шурă тăварпа витнĕ пÿлĕмре лăпкă кĕвĕ янăрать. Ачасем канлĕн çеç меллĕ креслăсем çинче лараççĕ. Вĕсене кунта питĕ килĕшнине палăртрĕç шăпăрлансем. Пĕчĕккисем унта 20 минут лараççĕ, пĕтĕмĕшле профилактика курсĕ 10 сеанспа танлашать.
— Пирĕн те «Тăварлă пÿлĕме» çÿреме май çук-ши? — ыйтмасăр чăтаймарăм ача сачĕн ĕçченĕсенчен.
— Паллах, эсир те çÿреме пултаратăр. Каçхине пирĕн алăксем пурин валли те уçă. Пирĕн пата шкул ачисем те, çи-тĕннисем те чылайăн çÿреççĕ. Хăшĕсем малтан 5 кунлăха тесе килеççĕ те килĕшсе кайнипе 10 кун таранах сипленеççĕ. Чир ертсе эмелсемпе сиплениччен профилактика туни, паллах, усăллăрах, — пĕлтерчĕç вĕсем.
Палăртмалла: «Тăварлă пÿлĕме» кĕрес тесен тухтăр патĕнчен справка илмелле. Ачасен пĕр сеанс 50 тенкĕ, çитĕннисен — 100 тенкĕ. Чирленĕ вăхăтра тăварлă пÿлĕмре сипленме юрамасть.
Специалистсем палăртнă тăрăх, «Тăварлă пÿлĕме» çÿрени сывлав органĕсем çине тинĕс хĕрринче каннă чухнехи пек усăллă витĕм кÿрет. Тинĕс хĕррине кашниех каяймасть пулсан, «Тăварлă пÿлĕм» вара — юнашарах. Çавăнпа ĕнтĕ «Радуга» ача сачĕн «сывлăх пÿлĕмĕнчен» çын татăлма пĕлмест. Сывлăхлă пулни чи малтан хамăршăн лайăх-çке-ха.
Н. КАЛАШНИКОВА.