Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Спорт сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве тĕреклетет. Çакна аслисем çеç мар, ачасем те лайăх пĕлеççĕ. Ахальтен мар районта спортпа туслисен йышĕ çулсерен ÿсет. Паянхи кун нумай çын «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» девизпа пурăнать. Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплекснех илер. Кунта пурин валли те сывлăха çирĕплетме вырăн çителĕклĕ. Ачасем кăмăла каякан секцисене çÿреççĕ. Вĕсенчен чи йышли — Мария Долгова тренер ертсе пыракан фитнес-аэробика секцийĕ. Хĕрачасемпе пуян опытлă тренер занятисем ирттерет. Мария Долгова воспитанникĕсене районта çеç мар, республикăра, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем вун-вун фестивале, ăмăртăва хутшăнса район чысне çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă. Акă, февралĕн 2—3-мĕшĕсенче Шупашкар хулинчи Маунтинбайк центрĕнче йĕркеленĕ ăмăртусенче хĕрсем тĕрлĕ дисциплинăра хăйсене чи çÿллĕ шайра кăтартрĕç.
Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика 20 çул тултарнине халалланă «Олимпийские надежды» ача-пăчасен фитнес-аэробика фестивалĕнче «Непоседы» 1-мĕш вырăна, «Звездочка» /5—7 çулхисем/ команда 3-мĕш тухрĕç, «Свит Бейби» /8—10 çулхисем/ икĕ дисциплинăра та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. «Дрим Тим» /14—16 çулхисем/ 2-мĕш вырăна тухрĕ. Кунта палăртса хăвармалла: ăмăртăва республикăри командăсем çеç мар, Мари Эл тата Тутарстан Республикисен спортсменĕсем те килсе çитнĕ.
Февралĕн 3-мĕшĕнче йĕркеленĕ ăмăртусенче те фитнес-аэробика ушкăнне çÿрекенсем хăйсем маттур та ăста пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Çак кунах Маунтинбайк центрĕнче шкул ачисем хушшинчи фитнес-аэробикăн Спартакиади тата Комсомольски районĕн «Дети — наше будущее» уçă чемпионачĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва республикăри 13 район спортсменĕсем хутшăнчĕç. Мария Долгова ертсе пыракан ушкăнсем Комсомольски районĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç. «Свит Бейби» ушкăн «Аэробика», «Степ-аэробика» дисциплинăсенче 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. «Дрим Тим» команда «Аэробика» дисциплинăра — 1-мĕш, «Степ-аэробикăра» 2-мĕш пулчĕ.
Хĕрсем акробатика рок-н-ролĕ ташлама та ăста. Хăйсен ÿсĕмĕсенче «Свит Бейби» тата «Дрим Тим» командăсемпе танлашма пултаракан пулмарĕ. Вĕсем — пĕрремĕшсем.
«Манăн хĕрсем — чи маттуррисем! Кашни кунах тăрăшни, тар тăкса вĕренни сая каймарĕ. Эпир шав малалла ăнтăлатпăр. Пирĕн тĕллев — кашни ăмăртăва хутшăнасси, республика шайĕнче çеç мар, унăн тулашĕнче те», — терĕ савăнăçне пытараймасăр Мария Долгова. Тренер хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулсассăн, хĕрачасене медаль, Диплом малалла аталанма вăй-хал парать.

А.ЕФРЕМОВА.