Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи пирĕн халăхăн историйĕнче хура сăрăпа çырăнса юлнă. Вăрçă вăхăтĕнче çапăçу хирне тухса кайнă арçынсене çеç мар, тăван колхозра тĕп ĕç аллисем пулса юлнă хĕрарăмсене те, ача-пăчана та йывăр килнĕ. «Вăрçă ачисен» мĕн пĕчĕкрен пурнăç тути-масине пĕлсе ÿсме тивнĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр малтан-мала утнисем, пурнăçăн пăрăнăçĕсенчен çĕнтерÿçĕ пулса тухнисем, чăннипех те, хисепе тивĕçлĕ. Çакăн пек хисеплĕ çынсенчен пĕри — Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Вениамин Белков.
Ашшĕ, Василий Белков, вăрçа тухса кайнă чухне пĕчĕк Веня 2 уйăхра çеç пулнă. Ывăлне çÿле çĕклесе çамрăк арçын «Белковсен йăхне малалла тăс», — тесе каланă. Çак сăмахсемпе ывăлне пиллесе хăварнă колхоз бригадирĕ киле каялла таврăнайман.
22 çулти амăшĕ, Таисия Сергеевна, виçĕ ачапа тăрса юлнă: пĕчĕк ывăлĕ Веня тата ашшĕн пĕртăванĕн хĕрĕсем Ольгăпа Елизавета. Çамрăк çемье хĕрачасене вăрçă пуçланичченех хăйсем патне илнĕ пулнă.
Фронта кайнă мăшăрĕ вырăнне Таисия Белкова бригадир ĕçне кÿлĕннĕ. Халĕ унăн çемьешĕн те, колхоз ĕçĕшĕн те хăйĕнех тăрăшма тивнĕ. Çамрăк хĕрарăм оборона пĕлтерĕшлĕ культурăна — кок-сагыза ÿстерессишĕн яваплă пулнă. Пĕчĕк Веня вара амăшĕ ĕçрен пушанасса килте сăпкара кĕтсе выртнă.
1943 çулта алăкран хăрушă инкек шакканă: кил хуçи çапăçура пуçне хуни çинчен калакан çыру çитнĕ. Таисия хăйĕн хуйхине ĕçпе сипленĕ, ачисемпе йăпаннă. Каярахпа, 1968 çулта, Мускав облаçĕн çар архивĕнче Вениамин ашшĕ ăçта пуç хунине, салтака ăçта пытарнине вуласа пĕлнĕ. Василий Белков сержанта Украинăри Сумы обла-çĕнчи Железняк салинчи тăванла масара пытарнă. 1971 çулта унта мемориал уçнă. Ăна уçнă çĕре Вениамин Васильевич та хутшăннă.
Таисия Сергеевна хăйĕн çине тиеннĕ пур йывăрлăха та чăтса ирттернĕ, виçĕ ачине те ура çине тăратса тивĕçлĕ воспитани панă. Вăл тума пĕлмен ĕç те пулман: арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те хăех пурнăçланă, выльăх-чĕрлĕх усранă. Хăш вăхăтра каннă-ши вăл? Çитĕнсе пыракан ачисем пултарнă таран амăшне пулăшнă. Çамрăклах тăлăха юлнă хĕрарăма куç хывакан нумай пулнă. Вăл вара Илья Морозова суйласа илнĕ, 40-мĕш çулсен вĕçĕнче унпа çемье чăмăртанă, каярахпа тата 4 ача çуратнă.
1948 çулта Вениамин Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи 7 класлă шкула 1-мĕш класа кайнă. 1956 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче малалла ăс пухма пуçланă. Шкулта вĕреннĕ чухнех арçын ача спортпа интересленнĕ, физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Унпа пĕр класрах Вера Чернова вĕреннĕ. Вăл кайран йĕлтĕр спорчĕпе СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионки пулнă.
Çамрăк Омск облаçĕнчи училищĕре анлă профильлĕ тракторист-машиниста вĕренсе тухнă. ДТ-54 тракторпа ĕçленĕ, çав вăхăтрах «Черлакский» совхозăн комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Часах çамрăк çар ретне тăнă. Пограничник-сержант пур енĕпе те активлă пулнă, унăн спорт карьери шăпах çак вăхăтра пуçланнă. Служба вăхăтĕнчи спортри çитĕнĕвĕсем Вениамин Белковăн курăмлă. Вăл СССР Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пограничниксен спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, 800 тата 1500 метра чупса ăмăртнă.
1964 çулта служба вĕçленсен каччă И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Анчах та çамрăк çыннăн чунĕ спорт еннеллех туртăннă. Çавăнпа та 1968 çулта ЧППИре физкультура воспитанийĕн факультетне уçсан вăл унта вĕренме куçнă. 1974 çулта Вениамин Белков Смоленскри физкультура институтĕнче аслă пĕлÿ çинчен калакан диплом илнĕ, ăна вăл куçăмсăр майпа пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах пултаруллă çамрăк тренер тата лаборант пулса ĕçленĕ. Çак çулсенче спортсменăн пурнă-çĕнче çитĕнÿ нумай пулнă. 1965—1970 çулсенче вăл 6 хутчен «Советская Чувашия» хаçатăн призĕсемшĕн ирттернĕ эстафетăра çĕнтернĕ, «Ульяновская правда» хаçатăн призĕсемшĕн йĕркеленĕ ăмăртусенче ЧППИ команди йышĕнче пĕрремĕш тапхăрта 6 хутчен мала тухнă. 1966 çулта 800 тата 1500 метра чупса Р.Бикчуринăн 15 çул тытăнса тăнă рекордне çĕнетнĕ. 1967 çулта эстафета чупăвĕнче Раççей чемпионĕ пулса тăнă.
Вениамин Васильевичăн пĕтĕм пурнăçĕ спортпа, педагогикăпа, тренер ĕçĕпе çыхăннă. Вăл — учитель, шкул директорĕ, ял Совечĕн председателĕ, «Восток» колхозăн партком секретарĕ, ветерансен совечĕн председателĕ, ял Совечĕн депутачĕ, ял старости, ялти тата районти спорт уявĕсен организаторĕ пулнă.
Пултаруллă тренер хатĕрленĕ ачасем хушшинче маттуррисем чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри — Александр Михайлов, 100 тата 200 метра чупассипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ вăл.
Çавăн пекех Вениамин Васильевич — савнă мăшăр, юратнă атте. Вĕсем мăшăрĕпе, Галина Ивановнăпа, 3 ача çуратса ÿстернĕ, халĕ мăнуксемпе савăнаççĕ. Апла пулсан, Вениамин Белков ашшĕ каланă халала пурнăçланă: Белковсен йăхĕ малалла тăсăлать.
Н. КАЛАШНИКОВА.