Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Чăваш халăх писателĕ, прозаик, очерк ăсти, публицист, куçаруçă, журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, пирĕн районта çуралса ӳснĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.

Çак паллă куна уявласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.   Л.В.Таллерова аса илме, унӑн ӗҫӗсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем, вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Уява Индюкова С.Г. уçрĕ.  Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ  Г.А.Максимов, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ А.В.Ефремова сăмах илчĕç. Шкул директорĕ Н.А.Петрова конференцие ăнăҫлă ирттерме сĕнчĕ.   Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ефремова Н.К.  ертсе пынипе Нĕркеç шкулĕн вĕренекенĕсем Л.В. Таллеровăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.  

Ун хыççăн конкурса хутшăнакансем  Лаврентий Васильевич Таллеров произведенийĕсенчен суйласа илнĕ сыпӑксене пăхмасăр каласа тупăшрĕç. Анат Тимӗрчкассинчи тӗп шкулта 9 класра вĕренекен Степанова Кристина иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Кристина «Пысăк тĕнчери пĕр пĕчĕк чун» калав сыпăкне каларĕ. Писатель пурнӑҫӗпе пултарулӑхне мӗнле пӗлнине çырса  хуравларӗҫ. Ку конкурсра та Кристина малтисен хушшинче. Саламлатпăр Кристинăна, малалла та пысăк çитĕнӳсем сунатпăр. Л.В. Таллеров произведенийĕсем тăрăх тӳнă ӳкерчĕксен конкурсĕ те пулчĕ .Çак конкурса 8 класра вӗренекен Филиппов Андрей хăйĕн ĕçне тăратрĕ. Жюри членĕсем Андрейăн ӳкерчĕкне пысăк хак пачӗҫ.