Вĕрентекенĕмĕрĕн çутă сăнарĕ асăмăртах

Вĕрентекенĕмĕрĕн çутă сăнарĕ асăмăртах

Пуян вилет мул юлать,
Ыр çын вилет ят юлать.
Раштавăн 18-мĕшĕнче районти вулав çуртĕнче хăй хыççăн чăн-чăнах та ырă ят хăварнă, çĕршер ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учительне, РСФСР çут ĕçĕн хисеплĕ ĕçченне Анна Павловна Кокоревăна чысласа асăну кунĕ иртрĕ. Раштавăн 27-мĕшĕнче Анна Павловна çак çĕр çине килнĕренпе 100 çул çитрĕ. Уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика ушкăнĕн ертÿçи Светлана Индюкова тата библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова ертсе пычĕç. Чĕннĕ хăнасем хушшинче — юбилярăн тăванĕсем, çывăх çыннисем, вĕренекенĕсем. Ветерансен районти канашĕн ертÿçи Юрий Тимофеев та мероприятие хутшăнчĕ.
Каçал тăрăхĕнче Анна Павловнăна пĕлмен çын пулман та пуль. Комсомольски вăтам шкулĕнчен пин-пин ачана чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе кăларнă педагог. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр Канаш районне кĕрекен Анат Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1941 çулта алла диплом илсен Комсомольски районĕнчи Аслă Каçал шкулĕнче хăй специальноçĕпе ĕçлеме пуçланă. Анна Павловна çак шкулта вăтăр виçĕ çул вăй хунă. Кунтах вăл хăйĕн мăшăрне тĕл пулнă, пур енĕпе те пултаруллă харсăр яшпа, Борис Григорьевич Кокоревпа çемье çавăрнă. Çак мăшăр ĕмĕрне халăхшăн, хăйсем вĕрентнĕ ачисемшĕн пурăнса ирттерчĕ. Пурнăçра вĕсене укçа та, мул та, пÿрт-çуртри пурлăх та интереслентермен пуль тетĕп. «Кĕнеке пулĕ çĕршыв мулĕ», — тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ. Чăнах та, Анна Павловнăпа Борис Григорьевичшăн чи пысăк мул — кĕнекесем, ал çырăвĕсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата çĕршыв тулашĕнчен килнĕ çырусем пулнă. Шкул ачисем вĕренÿ енне туртăнни, вĕсен пултарулăхĕ педагогсене сăваплă ĕçĕнче хавхалантарса пынă. Виталий Шемекеев, Василий Дмитриев ?Шашкар/ поэтсем республикипе палăрчĕç. Çак ятсене Анна Павловнăпа Борис Григорьевич çĕкленĕ тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пултаратпăр.
Пирĕншĕн Анна Павловна чи малтан вĕрентекен тата класс ертÿçи пулнă. Хăйсен ачисем пекех пăхатчĕ вăл пире. Класс сехечĕсенче пурнăçа вĕрентетчĕ, иртнĕ йывăрлăхсем çинчен, паянхи тата ыранхи кунăн ырлăхĕсем çинчен каласа хавхалантаратчĕ. Класра дисциплинăна тата тирпее килĕштеретчĕ. Кашни япалан хăйĕн йĕрки пур, стена çине кнопка тăрăнтарма та, хутпа, çилĕмпе ĕçлеме те, хĕле хирĕç чÿрече çыпăçтарма та, протокол çырма та пире Анна Павловна вĕрентнĕ. Сывлăха çамрăкран упрамалли çинчен тăтăшах аса илтерсе тăратчĕ. Пĕррехинче пирĕн класри Галя Самарина çĕнĕ пальто тăхăнса килнĕччĕ. Пальто шалпартарахчĕ. Анна Павловна пальтона учительскине йăтса кайрĕ. Уроксем хыççăн пырса илме хушрĕ. Уроксем вĕçленсен Галя тумтире илме васкарĕ. Пирĕн класс ертÿçи пальто тÿмисене куçарса лартнăччĕ.
Пире Анна Павловна хăйсем ача чухне шкула çырма урлă çÿрени, аттисене йĕпетес мар тесе çуркуннепе кĕркунне çырма урлă аттисене хывса каçни, çакă унăн сывлăхне çамрăклах хавшатса хăварни çинчен каласа паратчĕ. Çавăнпах класри ачасене шăнса пăсăласран упрама тăрăшатчĕ», — аса илет вĕрентекенĕ çинчен Галя Самарина. Галя каланисемпе килĕшсе ыттисем те тĕслĕхсем илсе пачĕç. Сăмах хыççăн сăмах.
Надежда Гаврилова килнĕ хăнасене класри ачасем Борис Григорьевичпа Анна Павловна ертсе пынипе «Кăйкăр» клубра мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Ăçта кăна çитсе курман пуль эпир шкулта вĕреннĕ çулсенче! Пирĕнтен маларах вĕренсе тухнисем тата ытларах çÿренĕ. Эпир аслăраххисем çÿренĕ çул-йĕрсемпе паллашса, вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса таврапĕлÿçĕсен ĕçне малалла тăсакансем пултăмăр. Аслă Отечественнăй вăрçăра Украина çĕрне тăшмансенчен тасатнă чух, Козацк таврашĕнче, Совет Союзĕн Геройĕ, Аслă Каçал шкулĕнчен вăрçă пуçланас умĕн вĕренсе тухнă ентешĕмĕр Константин Михайлович Антонов пуçне хунă. Эпир унăн тата вăл çапăçнă мухтавлă Чапаев дивизийĕн çул-йĕрĕпе Лубны хулинче пулса куртăмăр. Çак çул-çÿреврех эпир Харьков хулинче, чăвашсен паллă художникĕн Алексей Афанасьевич Кокелĕн хваттерĕнче тата унăн вилтăприйĕ çинче пултăмăр. Художникăн мăшăрĕпе тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл пире сăнÿкерчĕксем чылай кăтартрĕ. Эпир упăшкин çĕршывĕнчен пулнине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕ. Ентеш Федор Шаляпинпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем пурччĕ.
Киев хулинче пирĕн Совет Союзĕн Геройĕпе, Украина Писателĕсен союзĕн председателĕпе, «Çеçпĕл» роман авторĕпе Юрий Збанацкипе, Украинăра пурăннă чăваш художникĕпе тата çыравçипе Петр Чичкановпа тĕл пулмаллаччĕ. Шел, эпир вĕсемпе тĕл пулаймарăмăр. Ун вырăнне эпир Киеври Печерски лаврăра /мăнастирте/ пулса куртăмăр. Çеçпĕл ячĕллĕ шкулта та пултăмăр.
Нина Долгова пирĕн класра комсоргчĕ. Класра тата шкул шайĕнче иртекен ĕçсене активлă хутшăнассишĕн вăл яваплăччĕ. Украинăна каяс умĕн пирĕн шкулта союзлă республикăсен туслăх фестивалĕ иртнĕччĕ. Кашни класăн уйăрса панă республикăна тĕпчесе альбом тумаллаччĕ, сцена çинче çак халăхăн юрри-ташшипе, тумĕпе паллаштармаллаччĕ. «Реве та стоне Днипр широкий» юрра класс хорпа, «Ой, ходила дивчина бережком», «Ой, лопнув обруч» юрăсене хĕрачасем юрланăччĕ. Костя Антонов çинчен хывнă юрра та программăна кĕртнĕччĕ. Юрă сăмахĕсем те, кĕвви те халĕ те асрах.
Козацк тавраш тăшмансенчен тасалчĕ,
Тинех çул уçă Балта хулине!
Мухтавлă гвардин кĕçĕн лейтенанчĕ
Антонов Костя ÿкрĕ çĕр çине…
Юрă авторĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Юрă пирĕн класăн юратнă юрри пулса тăчĕ.
В.И.Ленинăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне палăртнă ĕçсем пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулчĕç пирĕн класăн. Стендсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Ульяновск хулине çуран кайма тесен хаваслансах килĕшрĕмĕр. Маршрутра — çĕршыв историйĕнчи паллă вырăнсем, паллă çынсемпе тĕл пулусем. Кунне çирĕмшер çухрăм утрăмăр. Анна Павловна та пирĕнпе пĕрлех пулчĕ. Пăва хулине çитсен поезд çине лартăмăр. Ульяновск хулинче Ленин мемориалĕнче, Володя Ульянов вĕреннĕ гимназире, Чĕмĕрти чăваш шкулĕнче пулса, Атăл урлă хывнă чи пысăк кĕпер урлă каçса куртăмăр.
Калаçăва Зинаида Павловна Андреева /Кокорева/ хутшăнчĕ. Борис Григорьевичпа пĕр тăванĕн хĕрĕ Мускавра Кремльти елкăра темиçе хутчен те пулни çинчен каласа пачĕ. Кокоревсем ертсе пынипе вăтăр ытла делегаци çитсе курнă тĕп хуламăра. Пирĕн класс та Мускавра пулса курчĕ. Ноябрь праçникĕ умĕн тухнăччĕ эпир инçе çула. Кремль коменданчĕпе Веденинпа Кокоревсем çыхăну тытсах тăратчĕç. Кремле, Мавзолее /черетсĕрех/, ĕмĕрлĕх вут умне эпир те çитсе куртăмăр. Комсомолăн Тĕп Комитетĕнче те пултăмăр. Бородино панораминче тĕлĕнмелли нумай пулчĕ.
Хăнасем салансан татах та чылай калаçса лартăмăр эпир. Учитель ĕçĕ йывăр та сулмаклă. Урокĕсем нумай пулнă Анна Павловнăн. Эпир вĕреннĕ чух классем те, классенче ачасем те йышлă пулнă. Эпир «в» класра вĕреннĕ, «г», «д» классем пурччĕ. Классенче 30 ача ытла пулнă. Мĕнле ывăнман-ши уроксем ирттерсе, çĕршер тетрадь тĕрĕслесе. Тата класс тулашĕнчи ĕçĕн йывăр лавне кÿлĕннĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри йышлă ачапа вăхăта шеллемесĕр, йывăрлăхсенчен хăрамасăр çĕршер, пиншер çухрăма çуран, автобуспа, поездпа инçе çула кайма пултарнă пирĕн вĕрентекенĕмĕрсем. Пирĕншĕн, ача-пăчашăн, çул çÿресси савăнăç кăна пулнă. Аслисемшĕн вара — пысăк яваплăх. Ыйхăсăр каçсем. Çул çинче тем сиксе тухасси те пур. Анна Павловнăпа Борис Григорьевич шкулта ĕçленĕ çулсенче вĕрентекенсене хавхалантаракан балсем те, грантсем те пулман. 1966 çулта Анна Павловнăна «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ят параççĕ. Хисеплĕ ята ял-йыш умĕнче тÿрре кăларас тени, чăн-чăн патриотизм туйăмĕ тата чун-чĕре хĕвелĕ хистенĕ вĕрентекенĕмĕре çĕр çинчи тивĕçĕсене туллин пурнăçлама. Сăмах май, эпир Анна Павловна çулĕ çине класран виççĕн тăтăмăр. Вера Сорокина, Надя Гаврилова тата эпĕ 1974 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетне чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕмĕр. Шел, 1979 çулхи нарăс уйăхĕнче Анна Павловна пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ĕçĕсене вăл пире халалласа хăварчĕ. Унăн ĕçне малалла тăсаканĕсем, эпир, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене салантăмăр. Вăхăт иртрĕ, 1974 çулта шкул пĕтернисенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канура. Ĕçлекенсем те пур-ха. Вĕрентекенĕмĕрĕн сăнарĕ паян та пирĕн асра. Унăн чĕрин хĕлхемĕ пирĕн чунсене çутă парса, ăшăтса тăрать.

В.ЗАЙЦЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.