Çивĕч ыйту

Наркотиксемпе усă курасси сарăлса пыни — обществăри социаллă çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку сиенлĕ япаласем халăхăн, уйрăмах çамрăксен, сывлăхне çав тери хăрушă витĕм кÿреççĕ.
Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисемшĕн уголовлă явапа 16 çула çитнĕ граждансене тыттараççĕ, сиенлĕ ку япаласене çаратнăшăн тата пусахласа илнĕшĕн яваплăх 14 çултан пуçланать. Енчен те преступление тăвакан ку ÿсĕме çитмен-тĕк, вĕсен тĕлĕшпе йĕрке хуралĕн органĕсем çул çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссисемпе мерăсем йышăнаççĕ.
РФ Уголовлă Кодексĕн 87-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, преступлени тунă ачасемпе çамрăксем тĕлĕшпе хистевлĕ воспитани мерисем йышăнма е айăплав палăртма, айăплавран хăтарсан вĕсене хупă вĕрентÿпе воспитани учрежденине вырнаçтарма пултараççĕ.
Наркотиклă хатĕрсене упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн кодексăн 228-мĕш статйипе 15 çул таран ирĕксĕр хăвараççĕ. Наркотиклă япаласене хатĕрленĕшĕн е сутнăшăн тивекен чи çирĕп айăплав — 20 çул таран /228.1-мĕш статья/.
Наркотиклă хатĕрсем е психотроплă япаласем /прекурсорсем/ хатĕрлемелли веществосене туянакансене, упракансене е турттаракансене 300—500 пин тенкĕ штрафлаççĕ, е 180—240 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттереççĕ, е 2 çул таран юсану ĕçĕсем палăртаççĕ, е çав вăхăтлăхах ирĕклĕхе чакарма е юсану колонине ăсатма пултараççĕ /228.3-мĕш статья/.
Уголовлă явапсăр пуçне наркотиксемпе усă курнăшăн, вĕсене туяннăшăн тата упранăшăн саккунпа административлă яваплăха та палăртнă. Ку киревсĕр ĕçсене сутас тĕллевсĕр тунă çынсене РФ КоАП-ĕн 6.8 тата 6.9-мĕш статйисенче çирĕплетнĕ йĕркепе айăплав кĕтет, 5 пин тенкĕ таран штраф е 15 талăкчен административлă арест. Хăйсен ирĕкĕпе наркотиксене тата психотроплă япаласене килсе панисене кăна явапран хăтараççĕ.
И.АВДЕЕВ,
полици начальникĕ.