«Килĕр, туссем, апатланăр!» акци иртрĕ Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче

Хĕллехи сивĕсем килсе ҫитрĕҫ. Ҫак кунсенче кайăксене уйрăмах йывăр. Юр хулăмлансах пырать. Текех курăк хушшинче апат тупаймăн. Пилешпе палан ҫырлисем те пĕтсе ҫитрĕҫ. Ҫавна май Ҫĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем «Килĕр, туссем, апатланăр!» акци ирттерчĕҫ. Ᾰна шкулти «Земляне» экологи отрячĕн командирĕсем Анна Курицынăпа Лидия Матросова йĕркелерĕҫ. Палăртнă мероприятие 2-мĕш класс ачисем хастар хутшăнчĕҫ. Вĕренекенсем сырăшсене юртан тасатрĕҫ, апат хурса пачĕҫ, кивелнисене юсарĕҫ, ҫĕннисем те ăсталарĕҫ. Часах ҫĕнĕ «столовăйсене» кайăксем те вĕҫсе ҫитрĕҫ. 

Лидеры эко отряда "Земляне" Лидия Матросова и Анна Курицына организовали с второклассниками акцию "Ждем Вас, друзья, в гости". В рамках акции ребята проверили кормушки в школьном саду: сломанные починили, очистили от снега, положили корма. А птички не заставили себя долго ждать, скоро в обновленных "столовках" появились гости. 
#ЭкоОтрядЗемляне19

Автор: Е. Н. Курицына