Вĕрентекен ячĕ хисеплĕ

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче пур ял-хулара та вĕренекенсем вĕрентекенсене саламлама васкарĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шку-лĕнче те çак куна ачасем чылай малтан хатĕрленме пуçланă. Кĕтнĕ кун çитнĕ çĕре вĕсем хăйсем учитель пулса урок ирттерме хатĕрленнĕ, концерт программине те маларах шутласа хунă, директор тата ун çумĕсем кам пулассине те уйăрнă.
Вĕрентекенсен кунне ирхи линейкăран пуçларĕç. Пĕр кунлăха директора ларнă Виктория Кузьмина /11-мĕш класс/ линейкăра вĕрентекенсене саламларĕ, уяв программипе паллаштарчĕ. Вĕрентекенсен кунĕнче уроксене «çĕнĕ» учительсем /10—11-мĕш классен ачисем/ ирттерессине аса илтерчĕ. Чăн-чăн вĕрентекенсен пăшăрханмалла маррине те каласа хăварчĕ. Шкул ачисем педагогсене уяв ячĕпе хатĕрленĕ видеоролик тата чечек çыххисем парнелерĕç.
Уроксем вăл кун ытти чухнехинчен урăхларах иртрĕç. Учитель ĕçĕ çав тери йывăр иккенне темиçе те илтме тÿр килчĕ вĕсенчен. Аслă классен ачисем уроксене ирттернĕ хушăра «çĕнĕ» директор чăн-чăн вĕрентекенсемпе педканаш ирттерчĕ. Пухура маларах шкул ачисем хушшинче ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашрĕç. Ыйтăм хуравĕсене пăхас пулсан ачасем учительсене хисеплени, тăван шкула юратни курăнать, уроксем епле иртни те килĕшет вĕренекенсене. Ачасем ыйтăма хурав панă сĕнÿсене, канашсене шута илме тĕв турĕç.
Уроксем вĕçленсен пурте шкулăн акт залне пухăнчĕç. Кунта хаваслă концерт пуçланчĕ. Уява нумай çул шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем те пухăнчĕç. Ачасем юрларĕç, ташларĕç, кулăшла сценкăсем те лартрĕç. Концерт вĕçĕнче вара шкул ачисем пурте пĕрле ура çине тăрса юрларĕç, алă çупрĕç. Хăш-пĕр вĕрентекенсен куçĕсем шывланчĕç, вĕсем ачасене чунтан тав турĕç. Çак кун вĕрентекенсен асне кĕрсе юласса, çумăрлă сивĕ кунсенче ăшăтасса, йывăр чух йăпатасса шанаççĕ ачасем.
А.МАТРОСОВА.