Чупрĕç, ăмăртрĕç, пĕрремĕшсем «Каçал ене» тивĕçрĕç

Чупрĕç, ăмăртрĕç, пĕрремĕшсем «Каçал ене» тивĕçрĕç

Районта тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Акă, иртнĕ шăматкун, октябрĕн 13-мĕшĕнче, «Кĕтне» ФСКн стадионĕнче çăмăл атлетикăна кăмăллакансем «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Йывăррăн шăвакан ăмăр пĕлĕтсем, сивĕ çил те спорта чун-чĕрепе парăннисене пачах хăратмарĕç — мероприятие шкул ачисем, районти организацисен ĕçченĕсем, спорта юратакан çемьесем хутшăнчĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Алевтина Ефремова, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Петр Порядков ăшшăн саламларĕç, стартра ăнăçу сунчĕç.
Старта тухиччен Мария Долгова тренер-преподаватель ертсе пынипе тата фитнес-аэробика ушкăнне çÿрекенсем хутшăннипе зарядка туса ÿт-пĕве уçăлтартăмăр. Кунта вара палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: пĕрлехи зарядкăна пурте тăма кăмăл тумарĕç, ачасем те, физкультура учителĕсем те зарядка тăвассинчен пăрăнчĕç. Пĕрлехи зарядка йĕркелетпĕр пулсассăн, пур çыннăн ĕçне хисеплесе, тĕслĕх пулса ÿт-пĕве хускатма йывăр-ши? 
Тупăшăва чăн малтан тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакансем тухрĕç. Вĕсем икĕ ушкăнра ăмăртрĕç. Арçын ачасем стадион тавра чупса килсе эстафета патаккине командăри хĕрсене пачĕç. Куракансем ăмăртăва тухнисене «хăвăртрах!», «вăйлăрах!» тесе кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. Ку ушкăнра Хырхĕрри тĕп шкулĕн вĕренекенĕсене çитекенни никам та пулмарĕ. Вĕсем кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, финиша чăн малтан çитрĕç. Иккĕмĕш вырăн — Хирти Явăш тĕп шкулĕн командин. Чĕчкен тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕшсем.
Иккĕмĕш тапхăрта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем чи маттуррисем пулчĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — иккĕмĕшсем, Шурут вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан яшсемпе хĕрсем — виççĕмĕшсем.
Вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн атлечĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç пулсан, Шурут вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕ.
Шел пулин те, çулсерен организацисемпе предприятисен командисем сахаллансах пыраççĕ. Мĕншĕн-ши? Спорт ăмăртăвне ĕç кунĕнче йĕркелемелле-ши е сăлтавĕ урăххинче? Кун пирки хăвăрăн шухăша редакцие шăнкăравласа пĕлтерсессĕн питĕ аван пулмалла. Эпир сирĕн сĕнĕвĕре шута илетпĕрех. Кăçалхи эстафетăра яланхиллех районти 2-мĕш номерлĕ федераллă налук инспекцийĕнче тăрăшакансемпе «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем анчах старта тухрĕç. «Кĕтне» ФСК специалисчĕсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Налук службин ĕçченĕсем финиша иккĕмĕш çитрĕç. Эпир вĕсене вăхăт тупса ăмăртăва хутшăннăшăн тав тăватпăр. Малашне те пирĕн çыхăну çирĕп пуласса шанатпăр.
Ăмăртура икĕ çемье команди çеç старта тăчĕ. Басниковсем: Радий, Ирина, Даниил, Дима, икĕ чупура та пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Трофимовсем: Вера, Николай, Софья, иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Ытти çемьесем, эсир ăçта-ши? 
«Каçал ен» хаçат редакцийĕ малти вырăнсене тухнă командăсене Хисеп грамотисемпе тата пылак парнесемпе хавхалантарчĕ. Пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнисем вара 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Каçал ен» хаçата тÿлевсĕр илсе тăрĕç.
А.ДЕНИСОВА.