Сентябрĕн 1-мĕшĕ умĕн, ачасем çуллахи каникул кунĕсем хыççăн парта хушшине лариччен, вĕрентÿ ĕçченĕсем хăйсен йăлана кĕнĕ августри конференцине пухăнаççĕ. Кăçал та çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти августăн 28-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ.
Пĕлÿ кунĕ вĕрентекенсемшĕн те, шкулсене ăс пухма кайма хатĕрленекенсемшĕн те пысăк уяв пулни каламасăрах паллă, çавăнпа пĕрлех — вăл пуриншĕн те яваплă тапхăр.
Август уйăхĕнчи черетлĕ конференцие хутшăнакансене — сумлă хăнасене — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова, район администрацийĕн пуçлăхне Александр Осипова тата «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумне Геннадий Максимова — волонтерсем, чăвашсен йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн, çăкăр-тăварпа, тутарсен чак-чакĕпе ăшшăн кĕтсе илчĕç. Культурăпа кану центрĕн фойинче йĕркеленĕ куравпа паллашнă хыççăн конференци пуçланчĕ. Сăмах май, унта нумай ыйтăва сÿтсе яврĕç.
— Патшалăх программисене хутшăнса Урмаел тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсем тата «Колосок» ача сачĕ хăйсен сăн-сăпатне тĕпрен улăштарма пултарчĕç. Вĕсенче пĕлÿ пухакан ачасене вĕрентекенсем кăçал çутă та хăтлă, таса пÿлĕмсенче кĕтсе илĕç, — пĕлтерчĕ Лариса Антонова.
Районти 12 вăтам тата 6 тĕп шкулсен директорĕсемпе педагогĕсен, шкул çулĕчченхи 4 тата хушма пĕлÿ паракан 3 учрежденисен ĕçченĕсем умĕнче чăн малтанах район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова сăмах илчĕ. Вăл пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕ, унтан «Основные стратегические ориентиры системы образования Комсомольского района» докладпа паллаштарчĕ. Тÿрех каласа хăвармалла, асăннă докладра Лариса Макаровна районта вĕренÿ ĕçĕ епле шайра пулнине тĕплĕн тишкерчĕ. Çав вăхăтрах вăл вĕренĕве, ачасене воспитани парассине çÿлĕ шая çĕклемелли çулсем çинче чарăнса тăчĕ. Çакă вара чи малтанах учительсен пĕлÿ тата профессионализм шайĕ мĕнле пулнипе тÿрремĕнех çыхăннине палăртрĕ.
— Районта халĕ — 411 вĕрентекен, вĕсенчен 92 проценчĕ — ятарлă аслă пĕлÿллĕ. Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ педагогсем те пур. Вĕсен шучĕ паянхи кун тĕлне — 270 çын, — палăртрĕ вăл.
Лариса Макаровна çавăн пекех учительсем хăйсен професси шайне çулсерен ÿстернине те асăнчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕ пирĕн пурнăçра питех те пысăк вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вĕрентÿ шайне, унăн пахалăхне палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклессипе район, республика тата Раççей шайĕнче тĕллевлĕ программăсем чылай йышăннă. Вĕсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ. Çапах та татса памалли ыйтусем сахал мар.
Пултаруллă вĕренекенсене предмет олимпиадисене хутшăнтарассипе Комсомольски 2-мĕш, Шурут, Нĕркеç, Тукай Мишер вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсем тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. 2017—2018 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе, 32 вĕренекен регионра иртнĕ чăваш тата тутар чĕлхипе, тăван ен культури олимпиадине хутшăннă. Вĕсенчен Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Айсылу Зарипова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Зиля Зейдуллина тутар чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах Чĕчкен тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухакан Лилия Галеева призер пулса тăнă. Чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Анастасия Максимова, Шурут вăтам шкулĕнчи Алиса Голубева, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Эльза Кузнецова, Никита Бархонов тата Мария Моторина вĕренекенсем — призерсем.
— Раççей шайĕнче иртекен конкурс-олимпиадăсене хутшăнса унта çĕнтерÿçĕ, призер ята тивĕçни — ырă пулăм. Апла пулин те пуçа ватмалли ыйтусем те кулленхи ĕçре тупăнсах тăраççĕ. Тĕслĕхрен, районта медалистсен шучĕ чакнă. Ку вăл учительсем ачасемпе кирлĕ пек хатĕрленменни-ĕçлеменни-ши е ачисем хăйсем тăрăшусăр; Апла пулин те, вĕрентекен ĕç патне чун-чĕререн пырсан ку ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулать. Çавăн пекех вырăнти шкулсенчен пĕри те Раççейри топ-шкулсен йышне кĕреймен. Çав вăхăтрах кÿршĕ Елчĕк районĕнчи икĕ шкул — çак йышра. Ку та сире, педагогсене, шутлаттармалла, — пăшăрханăвне пытармарĕ Лариса Макаровна. — Сирĕн ĕçе çутатса паракан тепĕр япала — ку вăл экзаменсем. Шел пулин те, 9 класс пĕтерни çинчен калакан документа районта 26 вĕренекен алла илеймен. Вĕсем экзаменсене сентябрьте тепĕр хут тытса аттестатлă пулĕç тесе шанатăпах. 11 класс хыççăнхи 38 выпускник, «За особые успехи в учении» медале тивĕçнĕ пулин те, вĕсенчи пĕлÿ шайĕ, анализланă май, пĕчĕк шайра пулни палăрать.
Учительсен уйăхри вăтам ĕç укçи 23703 тенкĕпе танлашнă. Шалу шайĕ чăн малтанах ĕç калăпăшĕнчен, квалификаци категорийĕнчен, ĕç кăтартăвĕнчен килнине манмалла мар.
Педагог вăл професси çеç мар, çавăн пекех вăл çынра харпăрлăх туйăмĕсене аталантарма, çынра çынлăха çирĕпленсе çитме май парать. Шкулти воспитани ĕç-хĕлĕнче класс ертÿçисен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пуçаруллă класс ертÿçисене тупса палăртма тата вĕсене пулăшма çулсерен «Самый классный классный», «Воспитатель года», «Учитель года» конкурссем йĕркелеççĕ. 2018 çулта «Самый классный классный» ята Тукай Мишер вăтам шкулĕн психолог-педагогĕ Гельназ Шайхалова çĕнсе илнĕ. «Воспитатель года —2018» ята Разиля Садыкова тивĕçнĕ. Хĕрарăм «Лейсан» ача садĕнче вăй хурать. Альбина Артемьева вара «Учитель года —2018» конкурсра палăрнă.
Çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене кăçал районта 50-мĕш хут ирттерчĕç. Асăннă юхăмăн йăли-йĕрки патриотизма, ĕмĕрхи хаклăлăх мелĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă. «Орленок» çарпа спорт вăййинче Комсомольски 1-мĕш, Хырай Ĕнел тата Урмаел вăтам шкулĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ пулсан, тĕп шкулсем хушшинче иртнĕ «Зарница» вăйăра Чĕчкен, Александровка, Хирти Явăш шкулĕсем малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Кăçал Раççейре — Ырă тăвакансен çулталăкĕ. Волонтерсен юхăмĕ районта та вăй илсе пырать. Сăмах май, волонтерсем район шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем ку енĕпе уйрăмах палăрса тăраççĕ.
Ачасем çуллахи канăвне епле ирттересси ашшĕ-амăшĕпе учительсенчен чылай килет. Кăçалхи çул шăпăрлансен канăвне йĕркелеме вырăнти бюджетран 1990840 тенкĕ куçарнă. Сывлăха çирĕплетме пулăшакан ача-пăча лагерĕсенче кăçал 35 ача çеç каннă. Маларах планланă тăрăх унта пурĕ 49 ачана яма палăртнă пулнă.
Районта ашшĕ-амăшĕн ăш-шисĕр ÿсекен ачасем те пур. Тăлăхсен ăнăçлă çемьесенче çи-тĕнмелле пултăр тесе районта тĕрлĕрен ĕç туса ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра усрава илнĕ ачасен шучĕ 76-па танлашать.
Хушма вĕрентÿ пирки калас пулсан, вăл питĕ пĕлтерĕшлине палăртмалла. Тĕслĕхрен, районти ача-пăча искусство шкулĕпе «Кĕтне» ФСКна илер. 2017—2018 вĕренÿ çулĕнче кружоксен членĕсем районти, республикăри, Пĕтĕм Раççейри 50 яхăн конкурс-фестивале, ăмăртусемпе слетсене, олимпиадăсемпе турнирсене, конференцисене хутшăнса вĕсенче малти вырăнсемпе палăрнă. Ку вăл — вĕсен пысăк çитĕнĕвĕ.
— Районти пĕтĕм вĕренÿ ĕçĕн системин шайĕ педагогсен пултарулăхĕнчен, вĕсен професси ăсталăхĕнчен килет. Апла пулсан, малашне çĕршывăн пулас гражданĕсем обществăра мĕнле вырăн йышăнасси сирĕнтен, вĕрентекенсенчен, нумай килет, — терĕ район админи-страцийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов доклада пĕтĕмлетсе.
Конференцири чи кĕтнĕ самант — тăрăшуллă та хастар вĕрентекенсене чысласси. Кăçал та конкурссенче мала тухнисене, маттур ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç.
Çак кун Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче математика предметне вĕрентекен Фаина Емельяновăна, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенне Елена Серебровăна, Урмаел вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенне Месфире Ямалиевăна тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченне Ираида Максимовăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн рисовани тата технологи вĕрентекенĕ Надежда Игнатьева, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Валентина Любимова, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене ачасене алла илме пулăшакан Алексей Дмитриев, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Наталия Шамбулина, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн директорĕ Ярослав Ильин Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та хăйсен ĕçне чунтан парăннă ĕçченсене — «Рябинушка» ача сачĕн воспитатель пулăшуçине Любовь Ермулкинана, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Валентина Плешковăна, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн аслă поварне Оксана Красновăна, Нĕркеç вăтам шкулĕн математика предметне вĕрентекен Нина Константиновăна, Тукай Мишер вăтам шкулĕн педагог-психологне Гельназ Шайхаловăна, Асанкасси вăтам шкулĕн кĕçĕн классене пĕлÿ илме пулăшакан Оксана Копташкинана — Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Çĕнĕ 2018—2019 вĕренÿ çулĕ — тăрăшса ĕçлемелли хĕрÿ тапхăр. Вĕренÿ ĕçне епле йĕркелесси, ачасене тарăн пĕлÿ парасси, уроксене кăсăк та пахалăхлă ирттересси чи малтан вĕрентекенсенчен тата коллективран нумай килет. Кашниех шкул алăкне хаваспа уçтăр, ачасем те, вĕрентекенсем те унта юратса çÿреччĕр. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлеме те, вĕренме те кăмăл пулнине нимĕн те çитмест.
А.ИСАЕВА.