Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун умĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ çул çитменнисен прависене хỹтĕлес ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
2017 çулта асăннă следстви уйрăмĕ çул çитменнисем тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле 10 уголовлă ĕç пуçарнă тата ытти право сыхлав органĕсенчен производствăна йышăннă. Кăçалхи ку кăтарту хальлĕхе 1 уголовлă ĕçпе танлашать.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕсем 2017 çулта суда 5 уголовлă ĕç ярса панă.
Раççей Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи органĕсем çул çитменнисем тĕлĕшпе тунă преступленисем çине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май 2012 çултан пуçласа ятарлă телефон линийĕ ĕçлет. Унăн номерĕ - 8(8352)45-23-99. Çак номерпе граждансем çул çитменнисен прависене пăсни çинчен шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ. Телефонпа çакăн пек тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕ хыççăн ятарлă органсем ку ĕçсене пăхса тухаççĕ, çул çитменнисен прависене тата саккунлă интересĕсене хỹтĕлеме пулăшаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"