Чӑваш чӗлхи кунӗ

    Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Йӑлмахвари пуҫламӑш шкулта иртенпех чӑваш юррисем, сӑввисем янӑраҫҫӗ. Мӗнле уяв-ши теме пултаратӑр? Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв-ҫке. Ҫак уява чысласси йӑлана кӗнӗ. Ҫак ҫурхи кун пӗтӗм ҫӗршывӗпех И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунне уявлаҫҫӗ. Эпир те И.Я.Яковлева, чӑваш чӗлхи кунне хисеплесе шкул ачисепе тӗрлӗ мероприятисем ирттертӗмӗр. Шкулта 1-4 классем хушшинче «Чи маттурри» ятлӑ конкурс иртрӗ. Кашни класс ачи хӑйне евӗрлӗхӗпе куракансене тыткӑнларӗ. Классем хушшинче аслӑ тытӑҫу хӗрӳ иртрӗ. Чӑваш юррисене пӗри тепринчен хитререх юрларӗҫ.  Кӗҫӗн классенче чӑваш юмахӗсен фестивалӗ иртрӗ.  Вӗсем «Лаша шырани», «Тилӗпе тӑрна», «Кам кӗнӗ – ши пахчана?», «Сармантей», «Кӳршӗсем» ятлӑ юмахсем лартрӗҫ. Фестиваль тӗлӗнмелле вӑйлӑ та илемлӗ пулчӗ. Ҫак мероприятине кашни вӗрентекн питӗ тимлӗ хатӗрленнӗ. Пӗчӗк артистсем хӑйсен таланчӗпе, костюмӗсемпе залри куракансене савӑнтарчӗҫ.Вӗрентекенсем  кӗҫӗн класс ачисене И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе, пултаруллӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. И.Я.Яковлев калавӗсемпе хатӗрленӗ ӳкерчӗксен выставкипе  паллаштарчӗҫ.