Март - апрель уйăхĕсенче иртнĕ "Ешĕл планета - 2018" Пĕтĕм Раççейри ача-пăча экологи форумĕн республика шайĕнчи тапхăрне çак кунсенче пĕтĕмлетнĕ. Жюри членĕсем Чăваш Енри районсемпе хуласенчен килсе çитнĕ 560 ĕçе пăхса тухса хак панă. Сăмах май, форум 6 номинаципе иртнĕ.
"Ешĕл планета ачасен куçĕпе" номинацие пурĕ 470 ĕç тăратнă. Комсомольски районĕн яш-кĕрĕмĕ асăннă номинацире малти вырăнсемпе палăрни уйрăмах савăнтарать. Кунта Хырхĕрри тĕп тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсене Константин Ярабаровпа Яна Хроменковăна асăнмалла. Хастарсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2-мĕш вырăна вара "Лейсан" ача-пăча садне çỹрекен Азат Камальтдинов тивĕçнĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен Роман Крылов "Авалхи йăла-йĕркесен нумай енлĕхĕ" номинацие хутшăнса 2-мĕш вырăна тухнă. "Çутçанталăк пуянлăхĕ пуриншĕн те" номинацие Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ хутшăннă. Анна Невская унта 3-мĕш вырăнпа палăрнă. "Йăла-йĕрке тата хальхи самана" номинацире "Лейсан" ача-пăча сачĕн коллективĕ тата Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Валентина Калюканова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
"Ешĕл планета - 2018" экологи форумĕн çĕнтерỹçисемпе призерĕсене, лауреачĕсене Дипломсем парса чыслĕç.
П.РОДИОНОВ,
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ
Источник: "Каçал Ен"