Епле савăнăçлă, кăсăклă, мал ĕмĕтлĕ вăл - парта хушшинче ларнă вăхăт. Çулсем иртнĕçемĕн кашни кун, кашни урок хаклă пулнине туятăн. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пулнă май вĕренекенсем çине ăмсанса пăхрăм. Юратнă предметсене вĕренсе тавракурăма пуянлатнишĕн, кăмăллакан учительсем патĕнче ăс пухнишĕн, тĕрлĕ кружок-секцире аталанма май пурришĕн телейлĕ-çке вĕсем.
10-мĕш класра вĕренекен Юлия Соловьевăран тантăшĕсен тĕслĕх илмелли нумай. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕскер, шкулти вĕренекенсен "Школьная Дума" самоуправлени членĕ. Унпа пĕрлех пĕлтĕр хĕре районти территориллĕ суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членне те суйланă. Кунта чи маттур та хастар вĕренекенсем çеç лекме пултараççĕ.
- Шкул пурнăçне те, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнатăп. Ку мана вĕренỹре пачах кансĕрлемест. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнмашкăн хатĕрленме те вăхăт тупатăп. Наукăпа практика конференцийĕсенчен нихăçан та юлмастăп. Район, республика шайĕнчи олимпиадăсене, конкурссемпе фестивальсене хутшăннипе пĕрлех, хамăн пĕлĕве регионти ăмăртусенче те тĕрĕслетĕп. Çитĕнỹсем те сахал мар. Вĕренсессĕн, çĕннине алла илсессĕн çăмăлрах, - пултарулăхĕпе паллаштарчĕ стипендиатка.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Юлия вырăс тата чăваш, акăлчан чĕлхисене, вырăс литературине кăмăлланни сисĕнет. Çакна олимпиадăсемпе кон- курссенчи çĕнтерỹшĕн тивĕçнĕ Дипломсемпе Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ. Вăл Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче пĕрре кăна мар малти вырăна йышăннă. Уйрăмах ют чĕлхе олимпиадисенче пĕрремĕш пулнă. Маттур вĕренекен акăлчанла пĕлнипе çеç çырлахасшăн мар, китай чĕлхине те алла илес тĕллевпе пурăнать. Çавăнпа та тăтăшах пĕлỹ шайне ỹстерет иккен.
- Юлия, китай чĕлхипе ăçтан кăсăкланма пуçларăн е кам та пулсан вĕренме сĕнчĕ-и? - ыйтрăм пикерен.
- Пурнăçра нумай чĕлхе пĕлни нихăçан та чăрмав кỹмĕ, вăл пулăшĕ çеç. Акăлчан чĕлхине шкулта вĕрентеççĕ пулсассăн, хам тĕллĕн вара китайла вĕренме тĕллев лартрăм. Интернетра тĕрлĕ вĕренỹ пособийĕпе паллашатăп, видеоуроксем куратăп. Малашне тата француз чĕлхине те шĕкĕлчес килет. Тĕллев лартса ăна пурнăçлассишĕн утăм хыççăн утăм тусан пĕтĕмпех пулать. Ахальтен мар "Упана та ташлама вĕрентнĕ" текен каларăш пур, - терĕ вĕренỹпе паллаштарса Юлия.
Вĕренни вара хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарса та ĕлкĕрнĕ. Хĕр китай чĕлхин "Китайский новый год" интернет-конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн, "Маленькие птички переезжают" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Çитĕнỹсем çинче чарăнса тăмасть маттур вĕренекен, шав малалла ăнтăлать, çĕннине алла илет. Унăн тĕллевĕ - вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсе патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă парасси, аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕресси.
Пурнăçăн анлă çулĕ çинче çирĕп тăмашкăн халех шухăшлать хĕр. Мĕнле професси суйласа илессине хальлĕхе палăртман пулин те, Юлия пурнăç çулне педагогика ĕçне халаллас тĕллевлĕ.
Пике стипенди укçине тăкакламасть. Вăл пухăннă нухратпа пĕр-пĕр пысăк япала туянасшăн е ăна вĕренỹ çине ярасшăн. Пушă вăхăтра Юлия кĕнекесенчен, Интернетран та пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕлỹ пухать. "Çитĕнỹ пултăр тесен, ун патне ăнтăлмалла" девизпа пурăнать хĕр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"