Пĕлĕтсем... Шурă, кăвак, сенкер, хăмăр тĕслисем... Çапла, вĕсен хăйсен уйрăм тĕнче: хушăран, инçет çĕрсене хăвăрттăн çитме тăрăшнăн, питĕ васкаса шăваççĕ, тепĕр чухне лăпкăн кăна пĕлĕтре чỹхенеççĕ. Епле илемлĕ-çке вĕсем! Тата мĕн кăна çук-ши унта? Пĕр пĕлĕт таткийĕ, мамăк евĕрри, упа çурине çаврăнчĕ, часах чечек пулса тăчĕ...
Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ "Погода для всех" творчество конкурсĕ тĕрлĕ номинаципе иртнĕ. Жюри членĕсен "Познавая облака" фотоĕçсен конкурсне тăратнă 485 ĕçе пăхса тухма тивнĕ. Вĕсем Саратов çĕрне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсемпе çывăхри ют çĕршывсенчен те килсе çитнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Анастасия Горбунова вара конкурсра çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Çавна май хĕрачана Дипломпа асăнмалăх парне парса чысланă. Паллах, кунта ертỹçĕн, информаципе технологи учителĕн Петр Родионовăн та тỹпи пур. Конкурс йĕркелỹçисем хастара Тав хучĕ панă.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"