Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тăманлă Выçли шкулта чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 14-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Комсомольски районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿҫи С.Г.Индюкова уҫрĕ. Вăл конкурса хутшăнакансене ăнăҫу сунчĕ. Уçă уроксен фестивальне хаваслă лару-тăрура уҫнă хыҫҫăн хĕрÿ самант пуҫланчĕ. Конкурса хутшăнакан вĕрентекенсем урока питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ĕçлекен Г.В.Тимофеева 6-мĕш класра «Ыр кăмăллă-и эпир?», 8-мĕш класс ачисемпе А.В.Лукина «Хурапа шурă», Комсомольскинчи 1-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлекен С.А.Жуковăпа В.Г.Гордеев «Ытарайми аннеçĕм» темăсемпе уроксем пачĕç.
2-мĕш номерлĕ шкулта вĕрентекен Л.П.Абрамовăпа С.Г.Индюкова 7-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш тĕнчи» квест ирттерчĕç. Икĕ ушкăн хушшинчи тупăшу хĕрӳ иртрĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсемпе Н.И.Плеткина «Çынна сăпайлăх илем кÿрет».
Тукай Мишерĕнчи З.Х.Бахалдинова 5-мĕш класра «Чăваш Республикин символĕсем» темăпа урок пачĕ. Вĕренекенсем чăваш символĕсене пуçтарчĕç, сăрласа илемлетрĕç.
Уроксем вĕҫленнĕ хыҫҫăн мастер-классем иртрĕҫ. Чи малтан Л.Н.Тарасова «И.Я.Яковлев халалĕнчи сапăрлăхпа кăмăл-сипет ыйтăвĕсем» темăпа тухса калаçрĕ. Н.К.Ефремова, Л.И.Никифорова чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне тытма хатĕрлессине çĕнĕрен аса илтерчĕç. В.С.Ефимова ирттернĕ «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тухăçлă мелсемпе усă курасси» мастер-класс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ.
Жюри членĕсене уроксене хаклама йывăр пулчĕ. С.Г.Индюкова вĕрентекенсем уроксене хăйне евĕр ирттернине, тухăҫлă мелсемпе меслетсемпе усă курнине палăртрĕ.Уява пĕтĕмлетсе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.А.Шингалова тата тăван ен культурине вĕрентекен И.А.Ильина ертсе пынипе 5, 6 класс ачисем юрă-ташăпа саламларĕç. 3-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕ тăрăх «Эпĕ ӳкĕнни» сценка лартрĕç. 6-мĕш класри Н.Ильин кĕвĕ тĕнчине илсе кайрĕ.
Фестиваль ăнăҫлă иртрĕ. Курма килнисем те, конкурса хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕҫ. Кун пек ăмăртусем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕҫ. Вĕренекенсене хăнасем ирттернĕ уроксем питĕ килĕшрĕç.