Шкул ачисем студентсемпе тĕл пулнă

Аслă пĕлỹ илме ăнтăлакан студентсен халĕ - хĕллехи каникул. Çавна май вĕсенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра ялта, тăван килĕнче, ашшĕ-амăшĕпе юлташĕсем хушшинче канать.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен 2014-2016 çулсенче вĕренсе тухнă ачасенчен чылайăшĕ паянхи кун Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухать.

- Пысăк квалификациллĕ специалист, çĕршыва юрăхлă ÇЫН пулас тени вĕренмешкĕн вăй-хал парать, - теççĕ Игорь Ефимов, Дарья Мухина тата Анастасия Абукина студентсем.

Шкулти организатор, акăлчан чĕлхин учителĕ Людмила Смирнова çамрăксене 5-11-мĕш классенче вĕренекен ачасемпе тĕл пулма ыйтсассăн вĕсем пĕр сăмахсăр, хаваспах килĕшнĕ. Ара, тинрех кăна алла хĕрлĕ аттестат илсе аслă пĕлỹ паракан заведенисене вырнаçнăскерсемшĕн тăван килпе чун юратнă шкултан çывăххи тĕнчере тата мĕн пур-ши?

Тĕлпулура студентсем хăйсен пурнăçĕ, пулас профессийĕсем пирки каласа панă, кĕçĕн çулхи тусĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хурав тупнă. Тĕслĕхрен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илекен Игорь Ефимов вĕренекенсене студент пурнăçĕ çинчен каласа панă, строитель профессине алла илни хальхи вăхăтра питĕ престижлă пулнине палăртнă. Сăмах май каласан, йĕкĕт хальхи вăхăтра магистратура уйрăмĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.

Настя Абукина Хырай Ĕнел шкулĕнче тăхăр класс пĕтерсен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çул тытнă. Кунта 10-мĕш тата 11-мĕш классене лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Раççейĕн тĕп хулинче вĕренме  пуçланă.  Хĕрача  хальхи   вăхăтра - 2-мĕш курс студенчĕ. Мускавра вĕренекен чиперук ачасене тĕп хулари пурнăçпа паллаштарнă, пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас текенсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

2016 çулта шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Дарья Мухина вара Хусан хулинче тĕпленнĕ. Дашăн тăван шкул чысне пĕрре çеç мар район, республика шайĕнчи олимпиада-конкурссенче хỹтĕлеме тивнĕ. Хастарскер яланах пурнăçпа тан утма тăрăшать, çутă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнтăлать.

- Пирĕн ушкăнра пурĕ 25 çамрăк. Студент пурнăçĕ питĕ кăсăк, вĕреннипе пĕрлех тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма та ĕлкĕретпĕр, - тет чиперкке.

Ăшă тĕлпулу çавра сĕтел тавра ларса чей ĕçнипе вĕçленнĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"