Ỹснĕçем, ача пурнăç çине урăхларах пăхма тытăнать, пушă вăхăт тупăнсанах юлташĕсемпе тĕл пулать. Кун пек улшăнусем хыççăн вăл яваплăха туйма пуçлать, пурнăçра хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхать. Анчах та ашшĕ-амăшĕн уйрăмах çак самантра питĕ тимлĕ пулмалла. Вĕсен ачан юлташĕ камне пĕлмелле, пушă вăхăтне епле ирттернипе кăсăкланмалла, савăнăçпа пăшăрхану пирки пĕр-пĕринпе калаçмалла. Ачисен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те хăйсен савăнăçне, хуйхине тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле пайламалла. Уншăн чи çывăх юлташ пулмалла.
Ача ỹснĕ май ашшĕ-амăшĕпе чунне уçса калаçни питĕ кирлĕ. Пысăк çыншăн ача-пăча йывăрлăхĕсем нимĕн те мар пек туйăнаççĕ. Ытларах чухне: "Эй, сан йывăрлăхусем мĕн вĕсем?! Манăннипе танлаштарсан ун çинчен калаçмалăх та çук", - тенине илтме пулать. Паллах, кун пек калани çамрăк чуна çывăх çыннисенчен кăштах пистерет, каярах ача хăйне ăнланакана урăх çĕрте шырама пуçлать. Ача умне кам тĕл пулать, ăна никам та пĕлмест. Ырă çынна тĕл пулсан ачăр ырă тума вĕренĕ, хура чунлă çынна тĕл пулсан усал çулпа чуптарĕ.
Кашни çемьере воспитани меслечĕ тĕрлĕрен. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене ытларах вăрçать, сăмахпа кỹрентерет. Айăп тусассăн алă хума та именмест. Çитĕнсе çитсен çак ачасем хăюсăр, çын умĕнче хăйсен шухăшĕсене калама вăтанакан çынсем пулаççĕ.
Тепĕр çемьере ачан кашни ыйтăвне пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çемье пурнăçĕ ун тавра анчах çаврăнать. Çакăн пек ачасем эгоистсем пулса çитĕнеççĕ. Никама ăнланман, хăйсен яваплăхне туйман çынсем пулаççĕ. Çав хушăрах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕшĕн ачисем те пур, те çук. Мĕн пĕчĕкрен хăйсем тĕллĕн çитĕнеççĕ. Пурăнан пурнăçра лайăхпа япăха уйăрма вĕрентекен те çук вĕсене.
Ашшĕ-амăшĕ! Сирĕн йывăрлăхсем хăвăршăн мĕнле йывăр, сирĕн ачăрсемшĕн те вĕсен кăткăслăхĕсем çав йывăрăшпах танлашаççĕ. Эсир ăшă сăмахпа пулăшни, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ăнланса пыни ачасене пурнăçра çирĕпрех, хăюллăрах пулма пулăшать. Нумай ашшĕ-амăшĕ манпа килĕшĕ, анчах вăхăт çукки, укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси малти вырăнта тăни пирки те манмалла мар тейĕ.
Анчах укçана çемьерен, ачасенчен мала хуни кирлех-ши? Ăна ĕçлесе илме пулать, ачана вара вăхăтра воспитани парса çитĕнтернине нимĕн те çитмест. Вăхăчĕ иртсе кайсан каялла тавăрса нимĕн те тỹрлетме çук. Ача пĕчĕкрен мĕнле пурнăçпа пурăнать, çитĕнсен те çав çулпах утать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! "Ырă туни ырăпа таврăнать, усал туни - усалпа", - ахальтен каламан çак сăмахсене ватăсем. Хăвăр ачăрсене телейлĕ çитĕнтерсен, эсир те пурнăçра телейлĕ пулăр. Йăхăра малалла тăсакансене ырă сăмах, чун ăшши парнелесен, çак ырлăх сирĕн пата каялла таврăнĕ.
Л.АНДРЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"