Январĕн 11-мĕшĕнче шкул ачисем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионти тапхăрĕ пуçланчĕ. Вĕсем пурĕ 22 предметпа иртĕç.
Олимпиадăна хутшăнни ачасен тавракурăмне аталантарма, çав вăхăтрах вĕсен пĕлĕвне çирĕплетме те пулăшать. Регионти çамрăксем хушшинче иртекен тапхăрта çĕнтерни ачасене Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнма май парĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем вара аслă тата вăтам профессиллĕ вĕренỹ учрежденийĕсене экзаменсемсĕрех вĕренме кĕрĕç.
Источник: "Каçал Ен"