Çурт уççи - хуçасенче, хоккей площадки - чи лайăххи

Январĕн 17-мĕшĕ район историйĕнче паллă пулăмсемпе çырăнса юлĕ. Шăпах çак кун Хирти Сĕнтĕрте "Гигант" стадиона хута ячĕç, Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене, Тимкинсене, çĕнĕ çуртăн çăраççине алла пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи "Гигант" хоккей площадкине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Асăннă ялта хоккей площадкине хута ярасси пирки тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Паян вара ял-йышăн, ачасен ĕмĕчĕ чăннипех пурнăçланчĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме çăмăлах пулман, пур йышпа тăрăшни хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарнă. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем республикăри вырăнти пуçарулăха пулăшу кỹрекен ятарлă программăна хутшăннă, конкурса çĕнтернĕ, хăйсен тỹпине хывнă. Программăн тĕллевлĕ пулăшăвĕпе, хăйсен тăрăшулăхĕпе спорт площадкине тума вăй çитернĕ. Пурĕ 900 пин ытла укçа-тенкĕ кайнă. Çав шутран 220 пин тенкине ял çыннисемпе спонсорсем пуçтарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ял-йыша пуçарулăхшăн тав турĕ, ăшшăн саламларĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ, вырăнти хоккей командине ятарлă тум тата инвентарь туянма 30 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕ.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов хоккей площадки уçăлнă ятпа саламланă май чи малтан курăмлă пулăшу кỹнĕ спонсорсене чĕререн тав турĕ. Григорий Прокопьев, Сергейпе Александр Ченакинсем, Владимир Белкин, Петр Степанов, Вадим Агамирян, "Слава картофелю" агрофирма 30-шар пин тенкĕ парса пулăшнă. Вĕсем çеç мар, ыттисем те айккинче юлман. Пурте хоккей площадки тунă çĕре тỹпе хывнă. Çакă, паллах, савăнтарать. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче чăннипех те маттур, тăрăшуллă çынсем пурăннине çирĕплетет.

- Пирĕн ял тăрăхĕнче паянхи кунччен икĕ хоккей площадки - Нĕркеçре тата Çĕнĕ Кипеçре - пулнă. Асăннă площадкăсенче мĕн чухлĕ турнир йĕркелемерĕмĕр пулĕ. Унпа пĕрлех унта ачасем, аслисем ярăнса савăнаççĕ. Паян вара эпир виççĕмĕшне ĕçе кĕртме вăй çитерни чăннипех те ырă пулăм. Кунта пуçласа вăйă йĕркелетпĕр. Ку пирĕн - пĕрлехи çитĕнỹ. Хоккей площадкисене хута яни сывлăха çирĕплетме пулăштăр, вăйă пĕлтерĕшне ỹстертĕр, пирĕн хушăра чи вăйлисене малалла аталанма май патăр. Кунта ача-пăча сасси яланах пултăр. Выльăр, çĕнтерĕр, малта пулăр! - терĕ саламласа Геннадий Егорович. Унпа пĕрлех вырăнти командăсене парнесем парса савăнтарчĕ.

Стадиона уçнă кун чи пĕчĕккинчен пуçласа аслисем таранах коньки çине тăнă. Хĕрлĕ хăйăва Александр Осипов, Татьяна Рябинина, Геннадий Ефремов тата çамрăк хоккеистсем - Даниил Кошкинпа Никита Петров - касрĕç. Çамрăксенче - пирĕн пуласлăх. Вĕсем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсемпе пĕрле хутшăнса ăстарах выляма вĕренеççĕ. Ачасем спортра маттуррине çирĕплетсе пама ĕлкĕрнĕ те. Вĕсем кашни çулах республика шайĕнчи турнирсене хутшăнаççĕ, çĕнтерỹпе таврăнаççĕ.

Стадиона "Гигант" ят пани те ахальтен мар. Çакна вăхăтĕнче хоккей, футбол вăййисенче яланах малта пулнă "Гигант" командăна халалланă. Паянхи хоккеистсем аслисем пек хастар пулассинче иккĕленỹ çук. Вĕсен тĕллевĕ - вăй-хала çирĕплетесси, ăсталăха ỹстересси, турнирсенче малта пуласси.

Пысăк уяв юрă-ташăсăр пулмарĕ. Пухăннисене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем Мария Илларионова, Владимир Павлов, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Хирти Сĕнтĕр пики Татьяна Прокопьева илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Ял çыннисен вара чăннипех те хĕпĕртеме сăлтав пулчĕ. Ахальтен мар савăнăçлă мероприятие Хирти Сĕнтĕр çыннисем çеç мар, таврари ялтисем те пуçтарăннă. Ялта хоккейла выляса, каток çинче ярăнса киленме май пурри кама савăнтармĕ? Çулла вара кунта футболла выляса, çуран чупса вăхăта усăллă ирттерĕç.

Çак кунах сумлă хăнасем Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене - Тимкинсене - çĕнĕ çурт çăраççине алла пачĕç. Йышлă çемьене çуртра савăнса пурăнма пĕтĕм услови пур: "сенкер çулăм" çунать, ăшă-сивĕ шыв пур, туалет-ванна пỹртрех, хăтлă та илемлĕ пỹлĕмсем. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме тата мĕн кирлĕ? Кил хуçи хĕрарăмĕ Татьяна Тимкина, ывăлĕсемпе хĕрĕсем савăнăçне пытармаççĕ. Паянхи кунччен кивĕ йывăç пỹртре пурăннăскерсем, илемлĕ те хăтлă çуртшăн чунтан хĕпĕртени куçкĕрет. Ачасем савăнăçлă кăмăлпа пỹлĕмсемпе паллашаççĕ, ăçта мĕн лартасси пирки те пăшăлтатаççĕ.

- Хăтлă çурт çăраççине алла парасса чăннипех те чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Ку пирĕншĕн калама çук пысăк парне. Нумай ачаллă çемьесене пулăшупа тивĕçтернĕшĕн чи малтанах Раççей, республика, район ертỹçисене тав тăватăп. Халĕ пирĕн савăнса пурăнма чăннипех те пур услови те çителĕклĕ, - тав туса сăмахларĕ Татьяна Максимовна.

Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, кил хуçи хĕрарăмĕ - 6 ача амăшĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухма ĕлкĕрнĕ, 4-шĕ пĕрле пурăнаççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"