Лайăх кăтартусемшĕн чысланă

Çак кунсенче республикăри спорт шкулĕсен директорĕсен, вĕренỹ управленийĕн специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта 2016-2017 çулхи спорт мероприятийĕсене сỹтсе явнă, маттур ĕçлекенсене палăртса хăварнă. Пирĕн районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн директорне ВЛАДИМИР АЛЕКСАНДРОВИЧ НИКОЛАЕВА республикăри шкул ачисен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ХIХ Спартакиадинчи кăтартусене лайăхлатнăшăн "ЮНИТЭКС" центрăн Дипломĕпе чысланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"