"За нравственный подвиг учителя" - вĕрентекенсен çулсерен иртекен конкурсĕ. Асăннă мероприятие Шупашкарпа Чăваш Митрополийĕ Вĕренỹ министерствипе пĕрле кăçал та йĕркеленĕ. 2017 çулта республика шайĕнче иртнĕ вĕрентекенсен конкурсне пурĕ 32 педагог хутшăннă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Алсу Валитова "Лучшая методическая разработка по предметам: основы религиозных культур и светской этики" номинацие хутшăнса 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Лучшая программа духовно-нравственного воспитания детей и молодежи" номинацире вара асăннă шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Альбина Артемьева 3-мĕш вырăнпа палăрнă.
П.РОДИОНОВ
Источник: "Каçал Ен"