Ачасемпе - чĕрĕк ĕмĕр ытла

Акă, 26 çул ĕнтĕ Фениз Хасиятуллович Камалдинов пĕлỹ çурчĕн алăкне кунсерен уçса кĕрет. Вĕсенчен 20-ĕшĕ - шкул директорĕ.

1990 çулта вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн йĕкĕт Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче истори тата обществознани предмечĕсемпе вĕрентме пуçлать. Часах çамрăка çара илеççĕ. Хĕсметрен таврăнсан Фениза Урмаел вăтам шкулне ертсе пыма шанаççĕ. Районпа республикăра кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе палăрнă Урмаел ял шкулĕ - унăн иккĕмĕш тăван килĕ. "Пурте ун куçĕ умĕнче, çавна май пурне те пулăшма тăрăшать", - теççĕ ун пирки пĕрле ĕçлекенĕсем. Фениз Хасиятуллович пирки çакна палăртмаллла - вăл коллектив, ял халăхĕ, вĕренекенсем хушшинче чыс-хисепе çĕнсе илнĕ, унсăр пуçне арçын тусĕсем хушшинче тирпейлĕхпе те палăрса тăрать. Вăл - талантлă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан ертỹçĕ. Кунти вĕренекенсем Пĕрлехи патшалăх экзамĕнесене яланах ăнăçлă парса пыраççĕ. Паллах, кунта та директорăн тỹпи питĕ пысăк. Ара, ку ĕç епле пурнăçланасси ертỹçĕрен те пит нумай килет-çке. Раççейре асăнннă экзаменсем пуçланнăранпа çак вăтам шкулта ăс пухса тухакансем аттестатсăр юлни пулман. Кунти вĕренекенсем экзаменсенче пысăк балсем пухса аслă вĕренỹ зданийĕсене вĕренме кĕреççĕ. 2011-2012 вĕренỹ çулĕнче пилĕк вĕренекен кĕмĕл тата тепĕр тăваттăшĕ ылтăн медальлĕ пулнă пулсан, 2012-2013 вĕренỹ çулĕнче кăтартусем татах та пысăкланаççĕ: ултă вĕренекен ылтăн медале тивĕçет. 2013-2014 вĕренỹ çулĕнче ылтăн медалистсен шучĕ саккăра çитнĕ. - Район тата республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕренекенсемпе мухтанатпăр. Çакăн евĕр мероприятисем ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшаççĕ тесе шутлатăп. Кирек епле саманара та ача вăл ача. Вăл хăйне хисепленине, юратнине туйса ỹстĕр. Ку вăл - вĕренỹпе воспитанири чи пĕлтерĕшлĕсамантсем, - тет опытлă директор. Вĕренекенсем "Русский медвежонок", "Инфознайка", "Кенгуру", "Чувашская ласточка", "Британский бульдог", "КИТ" конкурссене активлă хутшăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем экологи акцийĕсенче малти вырăнсемпе палăраççĕ. Фениз Хасиятуллович Урмаел вăтам шкулĕнчи пурлăхпа техника никĕсне аталантарас енĕпе те пит нумай ĕç туса ирттернĕ. 2011-2012 вĕренỹ çулĕнче акăлчан чĕлхи, информатика, географи, вырăспа тутар чĕлхисен тата 2012-2013 вĕренỹ çулĕнче пуçламăш классен кабинечĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Юлашки çулсенче çивиттине çĕнетнĕ. Столовăйпа санузел, канализаци тунă, унсăр пуçне шкул çурчĕ умĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Акă, 2015 çулта çĕнĕ котельнăй та хута ячĕç.

 Фениз Камалдинов ĕçри тăрăшулăхпа çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин, Тутарстан Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене пĕрре мар тивĕçнĕ. Çак кунсенче Фениз Хасиятулловича "Раççей Федерацийĕн хисеплĕ вĕрентекенĕ" паллăпа чысланă.

  Фениз Хасиятуллович - савнă мăшăр, телейлĕ атте. Мăшăрĕпе, Алсу Рахимулловнăпа, вĕсем икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ, Ренис, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ. Хĕрĕ Диле - 7-мĕш класс вĕренекенĕ. ... Пĕрре пăхсан, ыттисеннинчен нимпе те уйрăлса тăман пурнăç çулĕ. Анчах та унта мĕн чухлĕ ыр кăмăллăхпа тăрăшулăх, çынлăх!

Г.ГИНАТУЛЛИНА.

Источник: "Каçал Ен"