Августăн 29-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче вĕренỹ ĕçченĕсен августри конференцийĕ иртрĕ. Асăннă канашлăва "Комсомольски районĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенчи инноваци процесĕсем" темăна халалларĕç.
Шкулта пĕлỹ пухакансене тĕрлĕ енлĕ, пурнăç ыйтăвне тивĕçтермелле, кун-çул уттипе тан утма тата аталанма майсем туса памалла. Районти педагогсем çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те. Информаци технологийĕсем те кунран-кун аталанса пыраççĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова хăйĕн докладĕнче шăпах асăннă ыйтусене уçăмлатрĕ, ачасен аталанăвне, учительсемпе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
- Паянхи кун шкулсенче тарăн пĕлỹ пухма пĕтĕм услови пур, кăмăл çеç пултăр, педагогсем вара яланах пулăшма хатĕр. Вĕренекенсен тавракурăмне аталантарма çĕнĕ инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртетпĕр. Сăмахран, 2012 çулта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче "Социокультурные истоки" республика программи ĕçлеме тытăннă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче профиллĕ инженери класĕсене хута яни те 3-мĕш çул. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче инновациллĕ экологи çул-йĕрĕпе ĕçлеççĕ. Унпа пĕрлех пĕлтĕртенпе шкулта Раççей вĕренекенĕсен юхăмĕ (Российское движение школьников) ăнăçлă ĕçлет. Çĕнĕ Мăратри вăтам шкул Раççейри пилотлă площадкăсенчен пĕри шутланать. Вĕренекенсен юхăмĕн хастарĕсем конкурссене хутшăнса Крымри тата Анапăри лагерьсенче каннă. Кунта "Çамрăк краевед" кружока ачасем хаваспах çỹреççĕ. Çавăн пекех асăннă шкул команди районти çамрăк армеецсен слетĕнче çĕнтерсе район чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ. 47 команда хушшинче вĕсем 2-мĕш вырăна тухнă. Кунта вара уйрăмах Е.Г. Басников тата В.А.Филиппова вĕрентекенсен тăрăшулăхне палăртса хăвармалла.
Вĕренекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче, олимпиадăсенче палăраççĕ. Чи маттур вĕренекенсемпе вĕсен наставникĕсене уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă. Акă, сăмахран, Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Анастасия Белкина (ертỹçи Н.К.Ефремова) патшалăх чĕлхисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин çĕнтерỹçи пулса тăнă. Айсылу Ильясова, Наиля Шарафутдинова, Ильнур Камалюков, Наталия Воробьева, Айгель Салахутдинова - Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен регионти тапхăрĕн призерĕсем. Кунта, паллах, М.Н.Николаева, Н.Я.Боровкова, Н.С. Сахров, И.В.Арбузова, И.В. Пильщиков вĕрентекенсен тỹпи те пысăк.
Ачасем тарăн пĕлỹ илни куç умĕнчех. Вĕсем мĕнле вĕреннине, çĕннине алла илнине пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе çирĕплетсе параççĕ. Сăмахран, 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе ППЭне пурте йĕркеллĕ тытнă, математика предмечĕпе "2" илекенсем пулнă.
9-мĕш класран вĕренсе тухакансенчен вара "2" илекенсем чăннипех те нумай. Кăçал пĕрремĕш хутĕнче математика предмечĕпе 52 çын "2" паллă илнĕ, вырăс чĕлхипе - 11-ĕн. Паянхи куна районти 21 вĕренекен алла аттестат илеймен. Вĕсен экзаменсене тĕплĕн хатĕрленме тиветех. Çак кăтартусем, паллах, вĕрентекенсене те, ачасене те шутлаттармалла. Пирĕн тĕллев - ачасене тарăн пĕлỹ парасси тата экзаменсем тытма хатĕрлесси, - терĕ Надежда Александровна пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе.
Педагогсен кăçалхи конференцине район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов хутшăнчĕç. Педагогсене ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пухăннисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк хавхаланупа ĕçлеме, çитĕнỹсем тума сунчĕ.
- Пурнăçра ача мĕнле çул-йĕр суйласа илесси чи малтан сирĕнтен, педагогсенчен, килет. Эсир вĕсене çырма-вулама, шутлама вĕрентетĕр, професси суйласа илме те эсирех пулăшатăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче эсир инноваци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçласса, ачасене ĕçе ытларах явăçтарасса шанатăп. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ячĕпе саламлатăп! - терĕ вăл.
Надежда Александровна ача сачĕсем пирки те каласа хăварчĕ. Паянхи куна районта - 5 ача сачĕ, шкул çумĕнчи 9 ушкăн тата кĕске вăхăтлăх 12 ушкăн. Вĕсене 1000 ача çỹрет. Кăçал ача сачĕсен алăкĕсене уçма 286 ачана путевка панă. Апла пулин те черетре çаплах ачасем пур-ха. Тата 349 ачана садикре вырăнпа тивĕçтермелле. Ача сачĕсене çỹреме май пуррисем тепĕр чухне сăлтавсăрах унта çỹремеççĕ иккен. Çакă та чăрмав кăларса тăратать. Хăш-пĕр ушкăнсенче ачасен 50 проценчĕ çеç садике çỹрет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн шкулчченхи вĕренỹ çине тимлĕрех пăхмалла.
Конференцире конкурссенче палăрнисене, маттур ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Сăмахран, Фениз Камалдинова (Урмаел вăтам шкулĕ), Любовь Алексеевăна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Юрий Алексеева (Хыр-хĕрри тĕп шкулĕ), Вера Крыловăна (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) "Раççей Федерацийĕн вĕренỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысларĕç. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Виталий Автономова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ тата наука министерствин Хисеп грамотипе, Надежда Смирновăна (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ), Ольга Курицынăна (Чĕчкен тĕп шкулĕ) ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе саламларĕç. Галина Белкова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Владимир Гордеев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Маргарита Григорьева (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ), Елена Данилова (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Наталия Долгова ("Колосок" ача сачĕ), Ираида Кокшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Людмила Морозова (вĕренỹ пайĕн бухгалтерĕ), Альфинур Сайфуллова (Шурут вăтам шкулĕ), Нина Совина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç. "Единая Россия" партин маттур членĕсене Гельнафис Азмуковăна, Алия Салахутдиновăна, Альмира Рахимзяновăна (Урмаел вăтам шкулĕ), Людмила Смирновăна (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Светлана Красновăна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Татьяна Кузнецовăна (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) Тав хучĕпе чысларĕç. Пултаруллă ытти педагогсем район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Çĕнĕ 2016-2017 вĕренỹ çулĕ - тăрăшса ĕçлемелли вăхăт. Вĕренỹ ĕçне епле йĕркелесси, ачасене тарăн пĕлỹ парасси, уроксене епле ирттересси чи малтан педагогсенчен тата коллективран килет. Апла пулсассăн ачасем те, вĕрентекенсем те шкула хаваспах çỹреччĕр. Кашнийĕнех ĕçлеме тата вĕренме кăмăл пултăр. Районти вĕренỹ, шкулчченхи тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче 866 çын ĕçлет. Вĕсенчен 458-шĕ - педагогсем. Вĕрентекенсен 63 проценчĕн ĕç стажĕ 20 çул ытла. 2016-2017 çулхи вĕренỹ çулĕнче районти хушма пĕлỹ паракан центрта 382 ача вĕреннĕ. Учрежденинче 26 кружок ĕçлет. Яллă районсем хушшинче центр çитĕнỹсемпе 2-мĕш вырăн йышăннă.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"