Ачана вăхăтра пулăшмалла

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепки çине пăхса шухăша каять: "Мĕнле çын пулать-ши?", "Шкулта мĕнле вĕренĕ-ши?"

Ача вĕренỹре мĕнле ĕлкĕрсе пырассине çуралсассăн пĕрремĕш çулĕсенчех палăртма пулать. Пуплев тĕрĕс аталанасси - кăткăс та вăрах вăхăт хушши йĕркеленекен улшăну. Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек "хуçаланмалла". Унсăр пуçне, йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшне те ăнлантарма вĕренес пулать. Эпир, аслисем, ача сасăсене тĕрĕс каланипе калайманнине, шкула кайичченех вулама пĕлнипе пĕлменнине малти рете хуратпăр. Анчах та пуплев кăлтăкĕсем кунпа çеç çырлахмаççĕ.

"Логопедпа хăçан тĕл пулмалла-ши?" - тет час-часах ашшĕ-амăшĕ. Унпа тĕл пулма вăтанмалла мар.

1 çул - ачана çулталăка çитиччен невропатолог патĕнче сăнаса тăнă пулсассăн.

2 çул - ача пуплевĕ 10 сăмахран та сахалтарах тăрать пулсассăн.

3 çул - пуплев уйрăм сăмахсенчен анчах тăрсассăн, ача 2-3 сăмах сыпăнтарса калаçма пĕлмесессĕн, вăл мĕн калаçни ăнланмалла мар пулсассăн.

4 çул - нумай сасса тĕрĕс мар калать пулсассăн.

Енчен те 3-4 çулхи ача сăмахри сыпăксене илтмест пулсассăн. Ача сăмахри сасăсене тĕрĕс мар каласан та сыпăк шутне арпаштармалла мар. Уçă сасăсем - сăмах тытăмĕ, унăн ритмики. Căмахри сыпăксем арпашăнаççĕ, хутшăнаççĕ е çителĕксĕрри - ача сăмах ритмне илтменни.

5-6 çул - сасăсене тĕрĕс мар калать, предложенисене тĕрĕс мар йĕркелет, ỹкерчĕк тăрăх калав туса каласа параймасть, сăвва йывăрпа вĕренет, саспаллисене астуса юлаймасть пулсассăн.

Пĕрремĕш классем - вуланă тата çырнă чухне йăнăшсем нумай тăвать пулсассăн.

Ача тытăнчăклă калаçма пуçларĕ пулсассăн та çийĕнчех логопед консультацийĕ тата психоневролог сиплевĕ кирлĕ.

Ачашăн шкула кайма хатĕрленес тапхăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Логопед пуплеври кăлтăксене, çырас тата вулас енĕпе пулакан йăнăшсене асăрхаттарма пултарать.

Шкул çулне çитнĕ çĕре мĕн пĕлмелле?

6 çул тĕлне ача хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле: савăт-сапа, сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир... Паянхи пĕрремĕш класс вĕренекенĕ логопедран пуçласа "дуршлаг", "сарафан" тата ытти сăмахсем илтет пулсассăн питĕ тĕлĕнмелле? Ачапа пĕрмаях калаçасси, унăн сăмах словарьне аталантарасси яланхи пекех çивĕч тăрать. Ывăл-хĕрĕрпе юриех ларса ĕçлемесен те, борщ мĕнле пĕçернине, машина урапине мĕнле ылмаштарнине тата ыттине те каласа пани аван. Ку унăн сăмах словарьне аталанма, çĕнĕ сăмахсем кĕртме пулăшĕ. Енчен те пепке çĕнĕ сăмахсене йывăрпа астуса юлать е пĕр сăвă та астуса юлаймасть пулсассăн, ăна логопед патне консультацине илсе кайма ỹркенмелле мар.

5 çул тĕлне ача тĕрĕс предложенисемпе калаçмалла. Шкула кайиччен "сылтăм-сулахай", "ĕнер-паян" ăнлавсене лайăх пĕлмелле. Çаксене пĕлменни ачан курав туйăмĕ тата оптикăпа уçлăх çыхăнăвĕ пăсăлнине пĕлтерет. Калăпăр, ача пĕр-пĕр ỹкерчĕке куç умне кăлартăр. Эпир ăна малтанах туллин йышăнатпăр, унтан тин деталĕсем çине куçатпăр. Ачасен вара пачах урăхла. Вĕсем ỹкерчĕке пайăн-пайăн кураççĕ, ун хыççăн анчах туллин йышăнаççĕ. 6 çул тĕлне ачасен йышăнăвĕ туллине çаврăнмалла. Ăна çак майпа тĕрĕслеме пулать. Ачана нумай пайлă ỹкерчĕк ỹкерсе парăр. Сăмахран, чỹречеллĕ пỹрт. Пĕр чỹречен каркăçĕ пултăр, теприн - çук. Хỹме: сылтăм енче груша йывăççисем, сулахайра - улмуççисем. Мăрйинчен тĕтĕм тухтăр. Çỹлти сулахай кĕтесре -хĕвел, сылтăмра - кайăксем тата ытти те. Тĕпренчĕкĕре çак ỹкерчĕке чат çакăн пек ỹкерсе илме ыйтăр. Вăл ỹкерчĕке илемлĕ туни мар, пайĕсене тĕрĕс тунине шута илмелле. Енчен те вăл йывăçсене вырăнпа улăштарчĕ, чỹрече каррине курмарĕ е тата ытти пайĕсене асăрхамарĕ пулсассăн, унăн курав туйăмĕ çителĕклĕ аталанайманнине пĕлтерет.

Тĕрĕс калаçма вĕренетпĕр.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен нумай та вăхăт юлмарĕ. Çапах та пулас пĕрремĕш класс ачин пуплевне "йĕркене кĕртме" вăхăт пур-ха. Тĕпренчĕкĕрĕн сывлăхне йĕркере тытнисĕр пуçне тата çак ĕçсене тусан аван.

Пỹрнесемпе ĕçлесси. Алă мышцисене ĕçлеттерни ача чĕлхе-çăварне аталанма пулăшать. Вăл пластилинпа, конструкторпа, мозаикăпа, кубиксемпе ĕçлетĕр. Амăшĕ е асламăшĕ чуста çăрнă чухне пĕчĕккисене те унпа аппаланма май парăр. Кĕрпе е пăрçа тултарнă кастрюле пытарса хунă пĕчĕк теттесене шыраса туптăр. Ку ачашăн вăйă та, пỹрне мышцисем валли массаж та пулĕ.

Урамра уçăлса çỹренĕ чухне йывăç çинчи вĕçен кайăксене е çурт чỹречисене шутлани те усăллă. Сылтăм е сулахай, çỹлте е аялта, малта е хыçалта мĕн пуррине калани те аван.

Эпир, аслисем, яланах ĕçлĕ. Пирĕн нихăçан та вăхăт çук. Анчах чи малти вырăнта пирĕншĕн хамăрăн тĕпренчĕксем пулмаллах. Пепкепе калаçма, ăна ăнлантарса пама нихăçан та ан ỹркенĕр. Каярах ачăрта хăвăрăн ĕçе курма питĕ кăмăллă пулĕ. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçлĕ воспитанийĕ нихăçан та сая каймĕ.

Л.ПУШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"