Çул çитмен çамрăксен пурнăçĕпе кăсăкланас, вĕсем йĕркене пăсасран сăнаса тăрас тĕлĕшпе июнь - август уйăхĕсенче районта "Подросток" профилактика мероприятийĕ иртет.
Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче - июнĕн 3-13-мĕшĕсенче - районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен правине хỹтĕлессипе ĕçлекен сектор, халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕсем Хырхĕрри, Асанкасси, Комсомольски ял тăрăхĕсенче пурăнакан йывăр лару-тăрури çемьесене çитсе çул çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Ачасен çуллахи ĕçпе канăвне усăллă ирттерессине, вĕсене кирлĕ пек пăхассине, тĕрĕс воспитани парассине сỹтсе явнă.
Профилактика мероприятийĕн вăхăтĕнче специалистсем 15 çемьере пулнă. Асăннă çемьесенче çул çитмен 45 ача çитĕнет. Ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси - ашшĕ-амăшĕн пысăк тивĕçĕ, çавăнпа та вĕсене çитĕнтерме кирлĕ условисем пулмалла. Августăн 14-25-мĕшĕсенче "Подросток" профилактика мероприятийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пулать. Çак вăхăтра та çул çитмен çамрăксен пурнăçĕпе кăсăкланса çемьесене çитме, пушă вăхăта епле ирттернине тĕрĕслеме палăртнă.
Р.ЖУКОВА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"