Наркотик пĕтĕмпех аркатать

 Юлашки çулсенче наркотиксемпе тĕрлĕ психоактивлă япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл статистика кăна, нарколог тухтăрсем патне лекменнисен шучĕ паллах пĕчĕкех мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18-30 çулсенчи çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш Енпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан Республики, Чулхула облаçĕ) ытларах пулнине асăнмалла. Сăнанă тăрăх тата статистика кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта наркотикпа ир-тĕхекенсен тата наркотикпа чирлисен шучĕ 2015 çулпа танлаштарсан 6,9 процент чухлĕ чакнă.

Уйрăмах çул çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пур-нăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташ ушкăнĕнчен килет. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çỹренĕ вăхăтранах сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентмелле. Ача шкула кайсан ăна кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Ача психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ:

- шкулта япăх вĕренме пуçлать;

- малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатать;

- кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат питĕ сахал çиет;

- куç шăрçисем пĕчĕккĕ е питĕ сарăлса кайнă;

- çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçать;

- килтен укçа çухалнине сисме пулать;

- япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать.

Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ỹсĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евĕр йăлтăртатаççĕ. Ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрỹлленсе калаçать.

Шута илмелле, наркотик витĕ-мĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама пуçлать.

Наркологи диспансерĕнче наркоманипе чирлисем хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Ирина 25 çулхи хĕрарăм. Упăшки наркотиксемпе иртĕхнĕ пирки вилсен, вăл виçĕ çулхи хĕрĕпе амăшĕ патне таврăннă. Мăшăрĕ Иринăна та 18 çултах наркотикпа паллаштарнă.

"Çунатсăрах вĕçме пулать, тутанса анчах пăхатпăр", - тенĕ каччи. Анчах та, тутанса пăхнă хыççăн вĕсем чарăнайман. Ача çуралсан та вĕсемшĕн наркотик пĕрремĕш вырăнта пулнă.

Ирина каланă тăрăх, кулянман пĕр кун та çук халĕ унăн. Мĕншĕн тесен, института вĕренме кĕнĕскер, малалла вĕренейменни, çемье арканни, сывлăхĕ чĕре, пĕ-вер чирĕсемпе, ВИЧ инфекцийĕ ернипе хавшани питĕ пăшăрхантарать. Пĕчĕк хĕрĕ те сывах мар. Мĕншĕн малтантарах наркотика пăрахман-ши тата сипленме пуçламан-ши, тесе кулянать.

Республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне, ĕç те тупса па-раççĕ, ниçта пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ.

Çакăн пек пулăшăва илме наркологи диспансерĕн Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр. 8(8352) 23-41-82, 58-03-84 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

А. АНДРЕЕВА,

республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ.

Источник: "Каçал Ен"