Çулла çитнĕ май шкулсем çумĕнче лагерьсем йĕркеленĕ. Унта çỹрекен ачасем вăхăта усăллă та хаваслă ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулнех илер.
Асăннă шкул çумĕнчи лагерь çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Савăнăçлă кану вырăнне çỹрекенсен шучĕ те сахал мар - 110 ача. Сăмах май каласан, канмалли лагерь пурĕ 21 куна йышăнать. Кĕçĕн çулхи туссен вăхăчĕ кунта чăннипех те хаваслă иртет. Паллах, çакăнта вĕрентекенсемпе вожатăйсен тỹпи пысăк.
Иртнĕ эрнекун лагерьте бантсен кунĕ пулчĕ. Сарлака алăк уçăлчĕ те тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе бантиксем тытнă ачасем чупкаласа, выляса тухмашкăн пуçларĕç. Хитре те ятарлă костюмсем тăхăннă тĕпренчĕксем çине пăхсан куç алчăрать: вĕсем пахчари чечексем евĕр. Вожатăйсем ачасемпе хаваслă вăйă йĕркелерĕç. Унта хутшăннисем ташларĕç, юрларĕç, арпашăнса пĕтнĕ хăюсене кула-кула сỹтсе тупăшрĕç. Мероприяти питĕ хаваслă иртрĕ.
- Çуллахи кану кунĕсенче ачасем тĕлсĕр ан çỹреччĕр тесе çулсеренех лагерь уçатпăр. Çапла вара вĕрентекенсемпе кĕçĕн çулхи туссем çулла та пĕрлех. Эпир кунта вĕсемпе тĕрлĕрен мероприяти, вăйă-конкурс, олимпиада ирттеретпĕр. Паян пирĕн, тĕслĕхрен, бантик кунĕ, - терĕ лагерь ертỹçи Николай Атласкин.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"